Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вырăссемпе çывăхрах паллашар

Сентябрӗн 14-мӗшӗнчен октябрӗн 11-мӗшчен ТР Наци музейӗнче «Эпир-вырăссем» курав ӗçлет.

Сентябрӗн 14-мӗшӗнчен октябрӗн 11-мӗшчен ТР Наци музейӗнче «Эпир-вырăссем» курав ӗçлет. Экспозицие Раççей этнографи музейӗн пуххинчен йӗркеленӗ. Вырăс халăхӗ пурăнакан вырăнсенчи культурăпа çыхăннă ыйтусем çине хурав тупма пулăшӗ курав тесе шутлаççӗ йӗркелӳçӗсем. Тӗрлӗ вырăнта пурăнакансем хуçалăх тытса пырассипе, пурăнмалли çурт-йӗр çавăрассипе, йăлисемпе, тумӗсемпе, калаçăвӗсемпе, апат-çимӗçӗпе, сăн-пуçӗпе пӗр-пӗринчен уйрăлса тăраççӗ. Апла пулин те вӗсем – пӗр халăх, ăс-тăнӗпе вырăс халăхӗ.

«Пӗр курав площадкине çакăн чухлӗ этнографи комплексне тăратни ку таранччен пулманччӗ-ха», – теççӗ музей ӗçченӗсем. Курав вырăс культурин стереотипӗсене аркатать, халăхăн нумай енлӗ пуян культурине куракан умне кăларса тăратать, халиччен пӗлмен, илтмен йăласем çинчен каласа парать.

Куравра экспонатсем, XIX ӗмӗр вӗçӗнчи, XX ӗмӗр пуçламăшӗнчи этнографи сăнӳкерчӗкӗсем вырăс халăхӗн пурнăçӗ çинчен чылай çӗннине пӗлтерӗç пире. Курав программине лекцисем те кӗртнӗ. Тӗрлӗ регионсенче пурăнакан вырăссен йăлисем çинчен, тумӗсем çинчен каласа парӗç экспертсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: выставка