2025 çулта Хусантан Самарăна «Метеор» çӳреме тытăнать
Пассажирсене турттарассипе ӗçлекен «Тутарстан Республикин флочӗ» компани 2025 çултан Хусантан Самарăна шыв-шур тăрăх рейс йӗркелеме йышăннă. Маршрут пӗтӗмпе 8 чарăнуран, çав шутра Пăлхар, Толятти, Ульяновск хулисенче, тăрӗ. Çул çине пурӗ 10 сехет те 50 минут вăхăт кайӗ.