Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шӳтшӗн 8 çула тӗрмене

Санкт-Петербург хулинчи политехника университетӗнче вӗренекен 19-ти студент (Тутарстанра çуралса ӳсни паллă) Мартăн 24-мӗшӗнче Петербургри «Лондон Молл» суту-илӳпе культура комплексӗн хуралçисен тимлӗхне лекнӗскер, 10 килограмм взрывчатка хурса хăвартăм тесе улталанă.

мартăн 22-мӗшӗнче Мускав çывăхӗнчи «Крокус Сити Холра» пулнă трагеди шӳтлемелли сăлтав тенӗ-ши вăл е кам-тăр хушнипе çапла ирсӗрле хăтланнă.

Терракт пирки хыпара нихăçан та тӗрӗслемесӗр хăвармаççӗ. Хальхинче те суту-илӳпе кану комплексӗнчи çынсене пурне те васкавлăн эвакуацилеме тивнӗ. Ятарлă службăсем комплекса тӗплӗн тӗрӗсленӗ. Телее, нимӗн хăрушшине те тупман, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Каччă енӗпе вара уголовнăй ӗç пуçарнă, шӳтленӗшӗн ăна халӗ пуçран шăлмаççӗ. Закон тăрăх, 8 çула тӗрмене хупма пултараççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия