Эрнелĕх гороскоп
Хăйне аталантарма тăрăшакансене, çитӗнӳсем патне ăнтăлакансене ку эрнере ăнса пырать. Çывăх çынсемпе, тус-юлташсемпе хутшăнма та лайăх çак кунсенче. Командăпа ӗçлекенсем çитӗнӳ тăваççӗ.
ТАКА 21.III-20.IV
Ăнăçлă тапхăр кӗтет сире. Пуçа ыраттарма сăлтав пулмасть. Çаплах сюрпризсем кӗтме те кирлӗ мар. Эрне пуçламăшӗнче хаклă япала туянни çемйӗре савăнтарать.
ВĂКĂР 21.IV-20.V
Ӗçре лару-тăру питӗ хӗрӳ. Кăмăл пăсăлнине темӗнччен хăвăрта тытса тăриччен çакăн сăлтавне пӗлме тăрăшăр. Шел, анчах эсир ӗçри пăтăрмахсене харкам пурнăçа сӗтӗрни курăнать.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Çак эрнере пуçланă проект пурнăçăра лайăх енне улăштарӗ. Эсир профессире кăна мар, харкам пурнăçра та çитӗнӳ тăватăр. Ума лартнă тӗллевӗрсем патне шăп çак кунсенче çитетӗр.
РАК 22.VI-22.VII
Хутшăнусене лайăхлатма пулăшаççӗ çак кунсем. Ку тапхăрта кивӗ, тахçанхи ыйтусене татса пама тăрăшăр. Çăлтăрсем ӗç хыççăн киле васкама хушаççӗ. Çемьера çепӗç, сапăр пулăр.
АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII
Эрне лăпкă иртет. Профессире ӳсме ӗçре пур условисем те туса панă. Чăрмав тупăнсан та ăна туххăмрах çӗнтеретӗр. Ку эрнере финанс лару-тăрăвӗ лайăхланать, анчах юмахри пек сасартăк пуйса каясса ан ӗмӗтленӗр.
ХӖР 23.VIII-22.IX
Сирӗнпе пулса иртекен ӗçсене ку тапхăр пысăк витӗм кӳрет. Эрне вӗçӗнче ӗçре тăхтав туса илмеллех, сирӗн тахçанах канма вăхăт. Кӗске отпуск илни питӗ аван пулӗччӗ.
ТАРАСА 23.IX-23.X
Çак çичӗ кун сирӗншӗн питӗ ырă пулать, уйрăмах ӗçре. Енчен те эсир хăвăр тивӗçе вăхăтра пурнăçласан, хыпаланнипе йăнăшсем тумасан çитӗнӳ пулатех, çакна пуçлăх асăрхать.
СКОРПИОН 24.X-22.XI
Ӗçлӗ тӗлпулусем, калаçусем нумай пулаççӗ. Сирӗн авторитета никам хирӗçлеме хăяймӗ. Тупăш ӳстерме май пулсан шанăçа ан вӗçертӗр. Харкам пурнăçра тăхтав, ку лайăха çеç.
УХĂÇĂ 23.XI-21.XII
Ӗмӗтӗрсене пурнăçа кӗртме меллӗ вăхăт. Пур енне те илӗртекен астармăшсенчен пăрăнма çăмăл мар сире. Анчах эсир чăтăмлă пулăр, çӗнӗ сӗнӳсене йышăнăр.
ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I
Эрне пуçламăшӗнче ăслă, çирӗп кăмăллă пулмалла. Çӗр çинче çирӗп тăрăр, финанс ыйтăвӗсенче асăрхануллă пулăр. Питӗ илӗртӳллӗ сӗнӳ йышăниччен çынсемпе канашлăр, тен, ултавçăсем шăхăртса хăварасшăн сире. Эрне вӗçӗнче кăмăл хуçăлмалли тупăнать.
ШЫВТĂКАН 21.I-19.II
Энтузиазм, пурнăçа юратни, савăнăçлă кăмăл эрнипех сирӗнпе пулать. Мартăн 25-мӗшӗнчи тулли Уйăх хăвачӗ ӗçре те, харкам хутшăнусенче те питӗ ырă. Ӗçе чаплă пурнăçланăшăн савăнатăр, вӗренӳре те, харкам пурнăçра та ăнăçу пулать. Халиччен проблема тесе пуçа ватнă çивӗч ыйту хăйех çухалать.
ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III
Сатуртарах, хастартарах пулăр, харкам пурнăçра ку сире ăнăçу кӳрет. Халиччен ырана хăварнă ӗçсене вӗçлеме шанăç пулать çак кунсенче. Эрне вӗçӗнче тахçанхи юратăвăрпа тӗл пулни пурнăçăра савăнăçлă асилӳсемпе илемлетет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев