Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарĕ

• Пуш уйăхӗн 25-мӗшӗ — Феофан. Çак кун тӗтреллӗ пулсан сӗлӗ, йӗтӗн тата кантăр ăнса пулать.

• Пуш уйăхӗн 26-мӗшӗ — Никифор. Çак кун тӗлне кайăк хурсем вӗçсе килсен тыр-пул ăнса пулать. Килти хурсем шывра чӳхенеççӗ-тӗк — çанталăк ăшăтасса вăрах кӗтмелле мар. 

• Пуш уйăхӗн 27-мӗшӗ — Венедикт. Çак кун çанталăк мӗнле — пӗр эрне çапла пулать. Аслати авăтни — пысăк тухăçлă, улма-çырлаллă çул пуласса. 

• Пуш уйăхӗн 28-мӗшӗ — Александр. Кашкăр туйӗсен вăхăчӗ. Ку тапхăрта кашкăрсем уйрăмах усал. 

• Пуш уйăхӗн 29-мӗшӗ — Саввин. «Хӗлле сăмсаран хуть те мӗнле чӗпӗтсен те — халь çуркунне хуçа». Çак кун ăшă-тăк çуркунне тăршшӗпех ăшă пулать. 

• Пуш уйăхӗн 30-мӗшӗ — Алексей. Юр пысăк хăвăртлăхпа ирӗлет. Енчен те çак кун пӗчӗк юханшывсем сарăлнă — ейӳ те вăйлă сарăлать. Кăнтăрти районсенче сӗлӗпе урпа акма пуçланă. 

• Пуш уйăхӗн 31-мӗшӗ — Кирилл. Çак кун ама хупаххи чечеке ларсан ака уйăхӗ ăшă пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы