Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Пӗрремӗш класа йышӑнас кампани апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуçланать

Ачана шкула ашшӗ-амӑшӗ Патшалăх услугисен порталӗ урлă çырӑнтарма пултарать. Заявление тата кирлӗ документсене шкула хӑйсен кайса пама е вӗсене заказлӑ çырупа почта урлă ярса пама та пулать.

Апрелĕн 1-мӗшӗнче пĕрремĕш тапхăр — шкул çумне çирӗплетнӗ территорире пурӑнакан ачасене 1-мӗш класа çырӑнтарасси — пуçланать. Çавӑн пекех çак тапхӑрта черетсӗр, чи малтан вӗренме йышӑнма ирӗк пуррисем те заявленисем параççӗ. Шкула йышӑннӑ чухне çӑмӑллӑхсен пуррисен тулли списокне Раççей Çутӗç министерствин приказӗнче вуласа пĕлме пулать.

Патшалăх услугисен порталĕнче ашшӗ-амӑшӗ заявление малтанах тултарса хума пултарать, черновик харпӑр кабинетра сыхланса юлĕ. Суйласа илнӗ шкулта йышӑну пуçлансан, заявлени ярса памалли пирки çыру ярӗç.

Ачана пропискăпа çирĕплетнĕ шкула, унӑн пиччӗшӗ е аппӑшӗ вӗреннӗ çӗре çырӑнтарма июнӗн 30-мӗшӗччен юрать. Ытти шкула çырăнтарас пулсан, заявленисене йышăнасси июлӗн 6-мӗшӗнчен пуçланĕ те сентябрӗн 5-мӗшӗнче вӗçленӗ. Заявленисене парас тапхăр вӗçленнӗ хыççӑн виçӗ ӗç кунӗ хушшинче шкула илни пирки йышӑну тӑвӗç. Çакӑн çинчен калакан пӗлтерӳ Патшалăх услугисен порталĕнчи харпӑр кабинета килĕ. Çавӑн пекех заявленире кӑтартнӑ адреспа çыру ярса парĕç. Каласа хăвармалла, шкула регистрациленнӗ вырӑнта суйласа илмесен, вӗренӳ заведенийӗнче пушӑ вырӑнсем юлсан кăна ачана шута илӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование