Тутарстанра 5,5 пине яхăн студента транспорт грантне тӳлӗç
Çитес çул республика паракан пулăшăва илме аслă шкулта тата ятарлă вăтам пӗлӳ паракан вӗрентӳ учрежденийӗсенче вӗренекенсенчен 8 пин ытла заявка килнӗ. Вӗсенчен 5,5 пин студента суйласа илеççӗ. Грант илекенсем валли «Карта жителя Татарстана» уçаççӗ, унта кашни уйăхра укçа килсе тăрать. Кун пирки «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире журналистсене ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗн пӗрремӗш çумӗ Софья Галиева-Мустафина каласа пачӗ.