Апачӗ тутлă пултăр!
«Чӗрӗп» салат Пиçнӗ çӑмартана, кӑлпассие пӗчӗк тăваткалсем çине турамалла. Сыра теркăпа хырмалла. Хатӗр ингредиентсене пӗрлештермелле, консервăланă кукуруза тата майонез хушса пӑтраштармалла. 100 г тӗтӗмленӗ кӑлпасси, 100 г сыр, 140 г консервӑланӑ кукуруза, 3 çӑмарта, 1 шӑл ыхра, 80 г майонез кирлӗ.