Лениногорсксем Микулара вăййа тухрӗç
Уяв чыслă ӗлӗкех, Уяв опера пекех, Ун илемӗ ӗмӗре, Чăваш чыслă тӗнчере. Çак юрăпа (сăвви Петр Гаврилов-Мереченӗн, кӗвви Геннадий Садовниковăн) пуçласа ячӗ хăйӗн концерт программине Лениногорскри «Балерина» фонтан çывăхӗнче «Шурă хурăн» чăваш халăх фольклор ансамблӗ майăн 22-мӗшӗнче – çуллахи Микула кунӗнче.
Праçнике ертсе пыракан Ольга Таймухина Уяв историйӗпе кӗскен паллаштарчӗ. Курма килнисем викторинăсене, вăйăсене хастар хутшăнчӗç, картана тăрса пӗрле юрларӗç. Мероприятие йӗркелесе ирттерекенсене тăван халăхăн юрри-кӗввине, культурине, чӗлхине мантарманнишӗн чӗререн тав турӗç.
Геннадий САДОВНИКОВ,
«Шурă хурăн» чăваш халăх фольклор ансамблӗн ертӳçи.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев