Ӗçлесе илес тесе парăма кӗнӗ
Пӗкӗлме хулинчи декрет отпускӗнче ларакан хӗрарăм социаллă сетьсенчен пӗринче ӗçлесе илме шутланă. Тупăшлă инвестицисем тума сӗнекен рекламăна курсан заявка тата хăйӗн телефон номерне хăварнă вăл. Кăшт вăхăт иртсенех пӗр хӗр шăнкăравланă.
Çамрăк анне малтан пысăках мар суммăсем кăна куçарнă-ха, лешсем процентне те панă. Çапла майпа пысăкрах суммăсем куçарма ӳкӗте кӗртнӗ ăна. Пӗр шутласа тăмасăрах 1,5 миллион тенкӗ кредит илсе укçана вӗсене куçарнă хӗрарăм. Чăн та, хальхинче процент илеймен. Лешсем шута хупнă, ăна тепӗр çын урлă кăна уçма пулать тесе ӗнентернӗ. Çапла хӗрарăм амăшӗн ячӗпе тепӗр 1,5 миллион тенкӗ кредит илсе хайхисене куçарнă. Кун хыççăн «инвестагентсен» йӗрӗ те юлман.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев