Çанталăк шăрăх тăрать пулсан та шыва кӗме иртерех-ха
Тутарстанра шыва кӗмелли сезон кăçал июнӗн 1-мӗшӗ пуçланнине, çӗнӗ сезонра 54 пляж ӗçленине, вӗсенчен тăваттăшӗ – çӗнӗ пулнине «Татар-информ» агенствăра иртнӗ пресс-конференцире Раççей МЧСӗн Тутарстанри тӗп управленийӗн шыв-шурсем çинчи хăрушсăрлăхӗн уйрăмӗн ертӳçи Регина Гаязова пӗлтерчӗ.
Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 19 çын шывра путса вилнӗ, 17-шне вилӗмрен çăлса хăварнă, вӗсенчен виççӗшӗ ачасем. Шывра инкек курнисен тӗп сăлтавӗ – пăр çине тухни. Ытти çултисемпе танлаштарсан цифрăсем ӳсни пăшăрхантарать. 10 çын сывлăх япăхланнипе шыва ӳкнӗ. Март тата апрель уйăхӗсенче çанталăк улшăннине кура икӗ çын шыв çинче инкеке лексе путнă.
Тутарстанра шыва кӗмелли сезон валли муниципалитетăн 47 пляжне хатӗрленӗ. Хусанта тăватă пляж пулать, Çырчаллинче – пиллӗк, Ешӗлвар районӗнче – çиччӗ. Пӗкӗлме, Спас тата Лайăш районӗсенче виçшӗр пляж уçма палăртнă. Анат Кама, Мамадыш, Элмет, Чистай тата Сабы районӗсенче – икшӗр. Çавăн пекех шыва кӗмелли пӗр вырăна Муслюм, Кукмор, Заинск, Лениногорск, Апастово, Нурлат, Рыбно-Слободски, Ютазы, Камско-Устьински, Теччӗ, Алексеевск, Элкел, Пăва, Елабуга, Тукай тата Лайăш районӗсенче уçаççӗ. Çӗнӗ пляжсем Çырчаллинче, Елабугăра, Эльметре тата Пăва районӗнче Мещеряково ялӗнче ӗçлеме пуçлаççӗ.
Юлашки кунсенче Тутарстанра çанталăк шăрăх тăрать. Анчах Раççей МЧСӗ шыв температури ăшăнса çитейменрен юханшывсемпе кӳлӗсенче шыва кӗме хушмасть. Температура хальлӗхе хăрушсăрлăх ыйтăвӗсене тивӗçтермест. Шывăн çӳлти сийӗн температури (0,5 метр) 15-16 градуспа кăна танлашать. Шыва чăмсан температура çав тери хăвăрт улшăнни сывлăха пысăк сиен кӳме пултарать. Асăрхануллă пулăр!
Кăçал шыв-шурсенче хăрушсăрлăх йӗркелесси çине те пысăк тимлӗх уйăрнă. Сезонăн пӗрремӗш кунӗнченех ведомствăсем хушшинчи мобильлӗ ушкăнӗсен патрулӗсем ӗçлеме пуçлаççӗ, вӗсен шутне МЧС, йӗрке хуралӗн органӗсен, экологи ведомствин тата Пӗтӗм Раççейри çăлав обществин представителӗсем кӗнӗ.
Çапах та кун пек чух çăлавçăсем çине кăна шанни тӗрӗс мар, кашни çын хăрушсăрлăх правилисене асра тытса тимлӗрех пулмалла. Аслисем ачасене хăйсене кăна шыва кӗме ямалла мар. Инкеклӗ пулăмсенчен сыхланас тесе кану вăхăтӗнче юракан вырăнсенче кăна шыва кӗмелле. Юраман вырăнта шыва кӗрсессен 1000-1500 тенкӗ штраф тӳлеттернине те каласа хăварчӗ спикер.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев