Апачӗ тутлă пултăр!
«Чӗрӗп» салат Пиçнӗ çӑмартана, кӑлпассие пӗчӗк тăваткалсем çине турамалла. Сыра теркăпа хырмалла. Хатӗр ингредиентсене пӗрлештермелле, консервăланă кукуруза тата майонез хушса пӑтраштармалла. 100 г тӗтӗмленӗ кӑлпасси, 100 г сыр, 140 г консервӑланӑ кукуруза, 3 çӑмарта, 1 шӑл ыхра, 80 г майонез кирлӗ.
Фасоль салачӗ
Консервăланă фасоле дуршлаг çине силлемелле те таса шывпа çумалла, сăрăхтармалла. Помидора тăрăххăн турамалла. Сыра вак шăтăклă теркăпа хырмалла. Петрушкăпа укропа вӗттӗн турамалла. Ингредиентсене салат савăчӗ çине хурса пӗрлештермелле, пресс витӗр кăларнă ыхра, тăвар тата майонез хушса пăтраштармалла.
200 г консервăланă хӗрлӗ фасоль, 240 г помидор, 70 г сыр, 60 г майонез, петрушкăпа укроп, 1 шăл ыхра, тăвар кирлӗ.
«Шедеврум» нейросетьпе усă курса тунă сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев