Пушкăртстанри чăвашсем улах ирттернӗ
Аваллăха упрас, тăван халăхăн йăли-йӗркине тытса пырас тӗллевпе Çтерлӗри чăваш наципе культура автономийӗ (ертӳçи – Оксана Федорова) июльӗн 24-мӗшӗнче Ю.Гагарин ячӗллӗ паркра «Беҙ Бергә – Мы вместе!» Креативный кластер» проект шайӗнче «Аулак-улах» чăваш наци каçӗ ирттернине «Урал сасси» хаçат пӗлтерет.