Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Муниципалитетсем грант çӗнсе илме пултараççӗ

Пӗтӗм Раççейри «Лучшая муниципальная практика» конкурса заявкăсене августăн 1-мӗшӗччен йышăнаççӗ. Вăл хуласемпе районсене ертсе пырассинче чи лайăх идейăсене тупма пулăшать. Конкурс шайӗнче тӗрлӗ енсене пăхса тухаççӗ: çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăхпа строительствăран пуçласа социаллă сфера, транспорт тата инноваци технологийӗсене ӗçе кӗртесси таран.

2017 çултанпа конкурс строительствăри, ÇКХ, территорисене тытса пырассинче, регион брендне йӗркелессинче, ăслă хуласем тăвассинче, халăхсен хушшинчи туслăха çирӗплетессинче чи лайăх идейăсене тупма пулăшнине Раççей Правительствин Председателӗн çумӗ Марат Хуснуллин пӗлтернӗ.

Конкурс икӗ тапхăрпа иртет. Малтан проектсене регион шайӗнче пăхса тухаççӗ, унтан вӗсене Мускаври экспертсем хаклаççӗ. Çӗнтерӳçӗсене хуласем, поселоксем тата ял тăрăхӗсем хушшинче суйлаççӗ. Кăçал çӗнтерӳçӗсем 1 миллиард тенкӗ илӗç, ăна проектсене çӗршывӗпе аталантарма усă курма юрать.

Пӗлтӗр Тутарстанри виçӗ район (Алексеевски хула тăрăхӗ,  Муслюм ял тăрăхӗ тата Бирюли ял тăрăхӗ) конкурс çӗнтерӳçисем пулса тăнă. Вӗсен проекчӗсем Раççейри чи лайăх проектсен шутне кӗнӗ.

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Татарстан