Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пушкăртстанри чăвашсем улах ирттернӗ

Аваллăха упрас, тăван халăхăн йăли-йӗркине тытса пырас тӗллевпе Çтерлӗри чăваш наципе культура автономийӗ (ертӳçи – Оксана Федорова) июльӗн 24-мӗшӗнче Ю.Гагарин ячӗллӗ паркра «Беҙ Бергә – Мы вместе!» Креативный кластер» проект шайӗнче «Аулак-улах» чăваш наци каçӗ ирттернине «Урал сасси» хаçат пӗлтерет.

Ӗç кунӗ пулнине пăхмасăр улаха халăх йышлă пухăннă. Куракансем чăваш халăхӗн йӑли-йӗркипе, юрри-ташшипе паллашнă. Унсăр пуçне Пушкăрт тăрăхӗнче ӳсекен курăксенчен хатӗрленӗ тӗрлӗ йышши чейсен, чăваш тумӗн илемне кăтартса паракан куравсем йӗркеленӗ.
Концерт программи тӗрлӗ жанрлă‚ интереслӗ те пуян номерсенчен тăнă. Сцена çинчен тӗрлӗ юрăсем янăранă, концерта ансамбльсем, солистсем тата дуэтсем хутшăннă.

«Урал сасси» хаçатăн сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашские традиции Чувашская культура чуваши России Башкортостан