News by date 21 April 2026
-
Саврăшпуç ялӗн библиотеки «Библионочь» акци шайӗнче интереслӗ мероприяти ирттерчӗ
Апрелӗн 17-мӗшӗнче, Пӗтӗм Раççейри «Библионочь – 2026» акци кунӗ умӗн, Аксу районӗнчи Саврăшпуç ялӗн Культура çуртӗнче чăн-чăн туслăх фестивалӗ иртрӗ. Вăл «Вырăс кăмаки хăнасене кӗтет» программăпа пулчӗ. Залра çичӗ халăхăн – чăваш, вырăс, тутар, таджик, чукча, инди тата чикан – кил-çурчӗсене хатӗрленӗччӗ.
-
Инклюзие аталантарассипе Хусанта форум иртет
Апрелӗн 23-24-мӗшӗсенче Хусанта иртекен «Добрая Казань. Инклюзия как новая социальная норма» халăхсем хушшинчи форума патшалăх органӗсен, инклюзи системин аталанăвӗпе ӗçлекен бизнес, коммерцилле мар организацисен представителӗсем тата Раççейпе ют çӗршыв эксперчӗсем 250 яхăн çын килмелле.
-
«Çӗнтерӳ поезчӗ» çула тухать
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнчи пулăмсене виртуаллă майпа кăтартакан куçса çӳрекен интерактивлă музей апрелӗн 24-мӗшӗнче çулçӳреве тухать. Республикăра пурăнакансемпе хăнасем çар техникипе пурнăçӗн хăйне евӗрлӗ куравне чугун çул платформи çинчех курма пултараççӗ.
-
Рустам Минниханов паян Узбекистан Президенчӗпе Шавкат Мирзиеевпа тӗл пулнă
Тутарстан Раисӗн Узбекистанри ӗçлӗ тӗлпулăвӗсем малалла тăсăлаççӗ. Президентпа тӗл пуличчен республика ертӳçи промышленность аталанăвӗн Бухара комплексне çитсе курчӗ. Çак проект Тутарстан тӗрев панипе пурнăçланать.
-
«Курше» фестиваль çуллахи сезона 40 миллион тенкӗ парне фончӗпе уçать
Тутарстанра «Курше» фестивалӗн çуллахи сезонӗ пуçланнă, заявкăсене майăн 24-мӗшӗччен йышăнаççӗ. Кун пирки «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева пӗлтернӗ.
-
Апрелӗн 21-мӗшӗ – Вырăнти хăйтытăмлăх кунӗ!
ТР Муниципаллă йӗркеленӳсен канашӗн председателӗ Экзам Губайдуллин хуласемпе районсен ертӳçисене, депутатсене, муниципалитет служащийӗсене, вырăнти хăйтытăмлăх органӗсен ветеранӗсене професси уявӗ ячӗпе саламланă.