Саврăшпуç ялӗн библиотеки «Библионочь» акци шайӗнче интереслӗ мероприяти ирттерчӗ
Апрелӗн 17-мӗшӗнче, Пӗтӗм Раççейри «Библионочь – 2026» акци кунӗ умӗн, Аксу районӗнчи Саврăшпуç ялӗн Культура çуртӗнче чăн-чăн туслăх фестивалӗ иртрӗ. Вăл «Вырăс кăмаки хăнасене кӗтет» программăпа пулчӗ. Залра çичӗ халăхăн – чăваш, вырăс, тутар, таджик, чукча, инди тата чикан – кил-çурчӗсене хатӗрленӗччӗ.

Хаклă хăнасен хушшинче Аксури тӗп библиотека системин директорӗ Ирина Телешева, Саврăшпуç ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Валерий Николаев, Аксури «СВОих не бросаем» волонтерсен центрӗн представителӗсем Петр Убейкин тата Нина Николаева, Васильевкăри волонтерсен ертӳçи Наталья Сафронова пулчӗç.

Саврăшпуçӗнчи пуçламăш шкул вӗрентекенӗсем – Любовь Семенова, Софья Архипова, Светлана Алексеева тата Мария Тарасова – пӗтӗм йышпах хутшăнчӗç. Вӗсем чăваш наци тумӗпеччӗ. Шкул ачисем те хăшӗ халăх тумӗпе, хăшӗ çар тумӗпе. Паллах, пирӗн пӗр мероприяти те «Кто, если не мы?» волонтерсен ушкăнӗн хастарӗсемсӗр иртмест. Вӗсенчен хăшӗсем наци костюмӗсем тăхăнса локацисемпе паллаштарчӗç, теприсем, ятарлă футболкăсем тăхăннăскерсем, мероприятие хастар хутшăнчӗç.

Уява Саврăшпуç ялӗн библиотекарӗ Татьяна Максимова уçрӗ (вырăс наци тумӗ тăхăннăччӗ). Вăл кăмака Раççейре яланах ăшăлăх, тăван кил, пӗрлӗх палли пулнине, ку уява тӗрлӗ халăхсен культурине халалласа ирттернине каларӗ.
«Библионочь» акцин (вăл çӗршывра 2012 çултанпа иртет) историйӗпе пухăннисене чикан баронӗн костюмне тăхăннă Алина Кондратьева волонтер паллаштарчӗ. Унтан библиотекарь пурне те ятарласа хатӗрленӗ «Туслăхăн литература кӗперӗ» кӗнеке куравӗпе паллаштарчӗ. Унта Далӗн Ăнлантару словарӗ те, Пушкин юмахӗсем те, Раççей халăхӗсен халапӗсем те пурччӗ.

Любовь Семенова вӗрентекен кантраран пукане тăвассипе мастер-класс ирттерчӗ. Хаваспах хутшăнчӗç унта пухăннисем.
Кун хыççăн уява хутшăнакансем тӗрлӗ халăхсен локацийӗсемпе паллашрӗç. Лидия Музилеева чăваш кӗтесӗпе паллаштарчӗ. Кунта тӗрленӗ алшăллисем те, чăваш тӗрри пирки каласа паракан кӗнекесем те пурччӗ. Мария Тарасова вӗрентекен чăвашсен «Сармантей» юмахне каласа пачӗ, ачасене çӗрӗлле выляттарчӗ.
Тутарсен кӗтесӗпе Савгачевăри вăтам шкулта 9-мӗш класра вӗренекен Аксиния Максимова паллаштарчӗ. Хӗрача пурне те тутар ташшине ташлама вӗрентрӗ, тутар халăхӗн тӗррисене тӗпе хурса аквагрим турӗ.

Таджиксен кӗтесӗпе Галина Черновăпа Анна Максимова паллаштарчӗç. Хăнасем Омар Хайям пултарулăхне ăша хыврӗç, «Богич» ятлă вăйă вылярӗç.
Чукчасен кӗтесӗ уйрăмах пурне те тӗлӗнтерчӗ. Стилизациленӗ тумсем тăхăннă Ирина Егоровăпа Анна Глазкова «Ташлакан тюлень» ташă ташласа кăтартрӗç.
Хитре пусма-таварпа илемлетнӗ инди кӗтесӗ çинчен асăннă халăхăн наци тумне тăхăннă Наталия Кондратьева каласа пачӗ.
Локацисемпе паллашса тухнă хыççăн Ирина Телешева сăмах илчӗ. Вăл пурне те вулама юратнăшăн, библиотека ирттерекен мероприятисене хастар хутшăннăшăн, ятарлă çар операцийӗнчи салтаксене пулăшнăшăн тав турӗ, 24 çынна – çав шутра ачасем те, çамрăксем те, аслисем те пур – Тав çырăвӗ парса чысларӗ. Кашнинех тутар апат-çимӗçӗпе паллаштаракан кӗнеке парнелерӗ.
Саврăшпуç ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Валерий Николаев библиотека ӗçне пысăк хак пачӗ, ял халăхӗшӗн тăвакан ӗçсенчи, ачасене патриотла воспитани парассинчи, СВОна пулăшассинчи тӳпи калама çук пысăккине палăртрӗ.
«Саврăшпуç ялӗн виртуаллă музейӗ» проект шайӗнче «Ача чухнехи тутăллăскер» кулинари челленджӗ иртрӗ – унта хутшăнакансем хуплу рецепчӗпе паллаштарчӗç. Йăла-йӗркене упраса пурăннăшăн Полина Андреева, Мария Тарасова, Аксиния Максимова, Галина Чернова, Лидия Музилеева Тав хутне тивӗçрӗç.
Петр Убейкин СВОри ентешсем патне ăсатнă 48-мӗш гуманитари караванӗ пирки каласа пачӗ. Çирӗклӗ ялӗнчен тулли мар мобилизаципе кайнă çамрăк хăйӗн ашшӗпе тӗл пулни çинчен каласа панă истори кашнин чунне пырса тиврӗ (вӗсене çанталăк тӗтреллӗ пулни тӗл пулма май панӑ)...
Николай Алексеев çамрăк волонтер окоп çуртисем тума шăвăç банкăсем илсе килчӗ. Наталия Сафронова Васильевкăри волонтерсем тюльпе простыньсенчен маскировка сеткисем çыхни пирки пӗлтерчӗ.
Галина Чернова вара хăй сăмахӗнче библиотекăпа волонтерсен ӗçне пысăк хак пачӗ.
Татьяна МАКСИМОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев