Инклюзие аталантарассипе Хусанта форум иртет
Апрелӗн 23-24-мӗшӗсенче Хусанта иртекен «Добрая Казань. Инклюзия как новая социальная норма» халăхсем хушшинчи форума патшалăх органӗсен, инклюзи системин аталанăвӗпе ӗçлекен бизнес, коммерцилле мар организацисен представителӗсем тата Раççейпе ют çӗршыв эксперчӗсем 250 яхăн çын килмелле.
Мероприятие «Добрая Казань» социаллă проект 10 çул тултарнине халалланă. Вăл «Татнефть» ыркăмăллăх фончӗпе Хусан мэрийӗ пулăшнипе республикăн тӗп хулинче иккӗмӗш хут иртет. Пӗрремӗшӗ 2019 çулта пулнă. Форумăн тӗллевӗсемпе «Татар-информ» информаци агентствинче паян иртнӗ пресс-конференцире Хусан Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗпе Азат Абзаловпа «Добрая Казань» коммерцилле мар организацин директорӗ Татьяна Мерзлякова каласа пачӗç.
«Добрая Казань» социаллă проект направленийӗсенчен чи пысăкки – сывлăх енчен çирӗпех маррисене аталантармалли инклюзи. Татьяна Мерзлякова пӗлтернӗ тăрăх, Хусан инклюзи аталанăвӗпе Раççейре малта пыракан пилӗк регион шутӗнче. Сывлăх енчен çирӗпех мар ачасене çултăк çурăран пуçласа çитӗниччен аталантармалли реабилитаци центрӗсен сетьне йӗркелеме пултарнă кунта. Хусанта вӗсем паянхи кун тӗлне 4 таранах, çитес вăхăтра тепри Хусанти Салават купере пурăнмалли комплексра уçăлмалла. Урăхла каласан, сывлăх енчен çирӗпех мар ачаллă çемьесен халӗ ачи валли ятарлă центрсене суйламалăх та пур. Çакăн пек ачасене йышăнакан бассейнсем те хулара халӗ саккăр. Азат Абзалов сăмахӗсем тăрăх, Хусан сывлăх енчен çирӗпех мар ачасем валли пурăнма, аталанма майсем туса пама тӗллев лартнă.
Халăхсем хушшинчи форумра йӗркелӳçӗсем инклюзи системин аталанăвӗн ыйтăвӗсене пӗрле сӳтсе явас, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашас шутлă. Çавăнпа программа анлă: дискуссисем, тематикăллă секцисем. Тӗп вырăнта – инклюзи системине аталантарасси, ăс-тăн çирӗпех мар тата сайра тӗл пулакан инвалидноçлă ачасене тӗрев парасси, мӗн пӗчӗкрен пуçласа çитӗниччен аталантарасси. «Коммерцилле мар организацисем эпир проблемăна влаçран маларах курса татса пама çул-йӗр шыратпăр. Сывлăх енчен çирӗпех мар ачасем çуралас статистика çине витӗм параймăпăр, çапах та муниципалитет пулăшнипе кун пек ачасене аталанма пулăшма пултаратпăр», – терӗ Татьяна Мерзлякова.
Форума ятарласа темиçе секцие пайланă. Пӗрремӗшӗ инвалидноçӗ пур 12 çулчченхи ачасен, шкул вӗренӗвӗ, иккӗмӗшӗ çул çитменнисен тата социализаци ыйтăвӗсене сӳтсе явӗç. Форумра пуçласа кун пек категорири ачасен арлăх воспитанийӗн ыйтăвне те çӗклӗç.
Форумра çаплах пултарулăхпа театр мастерскойӗсем, «Спорт без границ» тренинг тата инвалидноçӗ пур çынсене хăйсем тӗллӗн пурăнма вӗрентесси çинчен стратегилле сесси те пулать.
Форумра пуçласа пӗрремӗш хут «Удивительная инклюзия» экпресс-конкурс иртет. Чи лайăх 3 проекта суйласа илсе пурнăçа кӗртме 100-шер пин тенкӗ укçа парӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев