Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Рустам Минниханов паян Узбекистан Президенчӗпе Шавкат Мирзиеевпа тӗл пулнă

Тутарстан Раисӗн Узбекистанри ӗçлӗ тӗлпулăвӗсем малалла тăсăлаççӗ. Президентпа тӗл пуличчен республика ертӳçи промышленность аталанăвӗн Бухара комплексне çитсе курчӗ. Çак проект Тутарстан тӗрев панипе пурнăçланать.

Тутарстан Раисӗн Узбекистанри ӗçлӗ тӗлпулăвӗсем малалла тăсăлаççӗ. Паян Рустам Минниханов Узбекистан Республикин Президенчӗпе Шавкат Мирзиеевпа тӗл пулнă.

Республика ертӳçи çӗршыв пуçлăхне Тутарстанпа хутшăнусене пысăк тимлӗх уйăрнăшăн тав тунă. «Суту-илӳпе экономика хутшăнăвӗсем малаллах аталанса пыраççӗ. Иртнӗ çулти кăтартусемпе тавар çаврăнăшӗ 13,5 процента ӳссе 427 миллион долларпа танлашнă», – пӗлтернӗ Рустам Минниханов.

ТР Раисӗн сăмахӗпе, ку енсен предприятийӗсем пӗр-пӗринпе тачă çыхăнса ӗçленинчен килет. Нумайăшӗ «Иннопром. Центральная Азия»    халăхсен хушшинчи курава хутшăннă. Çак площадка Ази çӗршывӗсемпе ӗçлӗ çыхăнăва аталантарма пулăшать. Ӗçлӗ калаçура енсем пӗрлехи промышленность паркӗсене тăвассине те сӳтсе явнă. Узбекистан Президенчӗ палăртнă тăрăх, пӗрлехи проектсен ăнăçлăхне Чирчикри, Джизакри, Навоипе Бухарари промпарксем çирӗплетеççӗ. Çак ӗçе аталантарнăшăн уйрăммăн Рустам Минниханова тав турӗ.

Рустам Минниханов хăй енчен Шавкат Мирзиеева «Раççей – ислам тӗнчи: KazanForum» экономика форумне килме йыхравларӗ.

Унччен маларах ТР Раисӗ промышленность аталанăвӗн Бухара комплексне çитсе курчӗ. Çак проект Тутарстан тӗрев панипе пурнăçланать. Паяна промпаркра мӗнпур корпуссене туса пӗтерсе хута янă. Ку вăхăтра хӗрсех гидроизоляци материалӗн производстви пырать. Унпа ял тата шыв хуçалăхӗсенче, экологи проекчӗсенче усă кураççӗ.

Рустам Минниханова производствăна анлăлатма план пуррине пӗлтернӗ. Часах кунта бетон валли хими шӗвекӗсен, полиэтилен пленкин тата ытти тӗрлӗ производство, логистика центрӗ уçăлмалла.

Бухара облаçӗн Хокимӗпе Ботир Зариповпа Рустам Минниханов регионсен хушшинчи малашнехи ӗç планне сӳтсе явнă.  

Сăнӳкерчӗксем https://rais.tatarstan.ru/pressa сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Раис РТ