«Курше» фестиваль çуллахи сезона 40 миллион тенкӗ парне фончӗпе уçать
Тутарстанра «Курше» фестивалӗн çуллахи сезонӗ пуçланнă, заявкăсене майăн 24-мӗшӗччен йышăнаççӗ. Кун пирки «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева пӗлтернӗ.
«Çӗнӗ сезонра фестиваль тепӗр утăм тăвать. Халӗ ку пулăмсем пирки кăна мар - вӗсем хыççăн мӗн юласси пирки те», – палăртнă Лейла Фазлеева.
Çӗнӗ сезонра культура эткерлӗхӗн тата креативлă индустрисен сферинчи пуçарусене пулăшас тӗллевпе «Курше. Мирас» проект хута каять. Ун шайӗнче çынсем арт-объектсем, креативлă резиденцисем, урамри фотокуравсем, кӗнекесем, альбомсем тата хăйсен картишӗн е районӗн мерчне тума пултарӗç. Тӗп услови – Тутарстанăн кирек хăш хулинче те уçă сывлăшра сахалтан та виçӗ мероприятие ирттермелле.
Фестивалӗн парне фончӗ 40 миллион тенкӗпе танлашать. Харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекенсем хăйсен проекчӗсем валли 300 пин тенкӗ, компанисем – 500 пин тенкӗ, «Курше. Мирас» проект шайӗнче хутшăнакансем – 1 миллион тенкӗ таран илме пултараççӗ.
Конкурса июнӗн 8-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗç, унтан сасăлав иртет. Çӗнтерӳçӗсем хăйсен проекчӗсене июлӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа сентябрӗн 13-мӗшӗччен пурнăçа кӗртӗç.
Конкурс çинчен тӗплӗнрех куршефест.рф сайтра пӗлме пулать, унта çавăн пекех йӗреклӳçӗсемпе çыхăнма та май пур.
«Курше» фестивалӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев