Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Çӗнтерӳ поезчӗ» çула тухать

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнчи пулăмсене виртуаллă майпа кăтартакан куçса çӳрекен интерактивлă музей апрелӗн 24-мӗшӗнче çулçӳреве тухать. Республикăра пурăнакансемпе хăнасем çар техникипе пурнăçӗн хăйне евӗрлӗ куравне чугун çул платформи çинчех курма пултараççӗ.

Горький чугун çулӗн Хусан регионӗн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, маршрут Чулхуларан пуçланать, çавăнтах икӗ эрнерен вӗçленет, çак вăхăтра поезд 30 яхăн станцие çитет.

Легендарлă состав пирӗн республикăри çак  хуласенче чарăнать:

  • апрелӗн 27-мӗшӗ – Пӗкӗлмере (16:10 сехетрен пуçласа 17:40 сехетчен);
  • апрелӗн 28-мӗшӗ – Çырчаллинче (8:10 сехетрен пуçласа 10:50 сехетчен) тата Элметре (16:35 сехетрен пуçласа 19:35 сехетчен) ;
  • апрелӗн 29-мӗшӗ – Нурлатра (9:30 сехетрен пуçласа 10:30 сехетчен); çак кунах  Хусана 18:45 сехете çитет;
  • апрелӗн 30-мӗшӗнче – Арскра (8:40 сехетре) тата Агрыз-1 (18:15 сехетре) пулать.

«Çӗнтерӳ поезчӗ» çӗршыв тăрăх çулçӳреве пӗрремӗш çул кăна тухмасть. Сăмахран, пӗлтӗр интерактивлă музее Раççейӗпех 270 пине яхăн çын çитсе курнă. Кăçал та маршрут географийӗ анлă: Тутарстансăр пуçне поезд Пушкăртстан, Мордови, Самар, Пенза, Оренбург тата Ульяновск облаçӗсене çитсе курӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: день победы #ПоездПобеды