News by date 22 September 2025
-
Минниханов министрсене çирӗплетнӗ
Паян Рустам Минниханов республикăри хăш-пӗр министерствăсен ертӳçисене çирӗплетнӗ.
-
Кӗрхи призывпа каякансене Раççейӗн çӗнӗ регионӗсене ямаççӗ
Кӗрхи призыв кампанийӗ кăçал яланхи пекех октябрӗн 1-мӗшӗнчен (яллă вырăнсенче октябрӗн 15-мӗшӗнчен) пуçласа декабрӗн 31-мӗшӗччен пырать. Салтака 18 çултан пуçласа 30 çула çитичченхи арçынсене илеççӗ. Служба срокӗ – 1 çул.
-
Сентябрӗн 23-мӗшӗнчен Хусанти метро станцийӗсен çывăхӗсенчи грипран вакцинаци тăвакан мобильлӗ пунктсем пӗр сехет маларах хупăнма пуçлаççӗ
Вакцинаци пункчӗсем сентябрӗн 3-мӗшӗнчен ӗçлеме пуçланă. Паян кунччен 15 пине яхăн çын вӗсенче грипран прививка тутарнă.
-
Ярмарккăсен пӗрремӗш эрнинче ял хуçалăх ӗçченӗсем 80 миллион тенкӗлӗх тавар илсе килнӗ
Сентябрӗн 13-мӗшӗнченпе республикăри районсемпе хуласенче ял хуçалăх ярмăрккисем пуçланчӗç.
-
Тырпул тухăçӗ кăçал гектартан вăтамран 38 центнер
Тутарстанра юлашки 40 пин гектар çинчен пӗрчӗллӗ культурăсене пухса кӗртес ӗçсем пыраççӗ. Çакăн пирки шăматкун, сентябрӗн 20-мӗшӗнче, ТР Правительство Çуртӗнче Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов ирттернӗ канашлура ТР Премьер-министрӗн çумӗ, ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров пӗлтернӗ.
-
Халăх календарӗ: паянтан ылтăн кӗркунне пуçланать
Телейпе ăнăçу пултăр тесен ыран – Пилеш кунӗнче – сӗтел çине пилешпе илемлетмелле.