Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарӗ: паянтан ылтăн кӗркунне пуçланать

Телейпе ăнăçу пултăр тесен ыран – Пилеш кунӗнче – сӗтел çине пилешпе илемлетмелле.

Авăн уйăхӗн 22-мӗшӗ – Анна тата Иоаким. Шăп çак кунран ылтăн кӗркунне пуçланать. Чӗннӗ çӗре хăнана каймаллах, унсăрăн пурнăçра йывăрлăхсем пулма пултараççӗ.

Авăн уйăхӗн 23-мӗшӗ – Петр тата Павел, Пилеш кунӗ. Телейпе ăнăçу пултăр тесен çак кун сӗтел çине пилешпе илемлетмелле.

Авăн уйăхӗн 24-мӗшӗ – Федор. Çак кун çуралнисем талантлă пулаççӗ. Евчӗ яма, юратуллă тӗлпулăва кайма юрамасть. Хаклă япала та туянма тăхтамалла – вăл нумая пымӗ.

Авăн уйăхӗн 25-мӗшӗ – Артамон. Çак кунхи çанталăк хӗлле мӗнле пулнине кăтартать. Йывăçсем çинче çулçăсем çукпа пӗрех-тӗк – хӗл сивӗ пулать. Юман йӗкелӗ нумай – хӗлле ăшă пуласса систерет. Ирпе курнă тӗлӗк виçӗ кунран пурнăçланать. 

Авăн уйăхӗн 26-мӗшӗ – Корнилий. Çак кун çуралнă ача çине тăракан, ума лартнă тӗллеве чăтăмлăн пурнăçлакан пулать. Çумăр çусан çуркунне йӗпе-сапа пулать. Хӗр килӗшме каймалла мар, мăшăрлану вăраха тăсăлмӗ.

Авăн уйăхӗн 27-мӗшӗ – Воздвижени. Укçа-тенкӗпе çыхăннă ыйтусене урăх кун татса памалла. Çил çурçӗртен вӗрет-тӗк – çулла ăшă пулать, ирхине тăм ӳкни – кӗçех хӗл ларасса кăтартакан паллă. Çак кун ăшă пулсан Пукравчченех аван çанталăк тăрать. Çак кун çуралнă ывăл лайăх çемье пуçӗ пулать, укçа ӗçлесе илме пӗлет.

Авăн уйăхӗн 28-мӗшӗ – Никита. Çумăр çусан çуркунне кая юлса килет, сивӗ пулать.

 

В.Александрова сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народный календарь