Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Сентябрӗн 23-мӗшӗнчен Хусанти метро станцийӗсен çывăхӗсенчи грипран вакцинаци тăвакан мобильлӗ пунктсем пӗр сехет маларах хупăнма пуçлаççӗ

Вакцинаци пункчӗсем сентябрӗн 3-мӗшӗнчен ӗçлеме пуçланă. Паян кунччен 15 пине яхăн çын вӗсенче грипран прививка тутарнă.

Сентябрӗн 23-мӗшӗнчен Хусанти метро станцийӗсен çывăхӗсенчи грипран вакцинаци тăвакан мобильлӗ пунктсем пӗр сехет маларах хупăнма пуçлаççӗ. Халиччен вӗсем ирхине 7.30-тан пуçласа каçпа 19.00 сехетчен ӗçленӗ-тӗк, ырантан 18.00-ччен кăна прививка тăвакансене йышăнӗç. Кун пирки ТР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтерет.

Ӗç графикӗн вăхăчӗ чакни кунсем хăвăртрах тӗттӗмленме пуçланипе çыхăннă.

Аса илтеретпӗр, грипран вакцинаци тума Хусанта ултă станци – Авиастроительная, Яшьлек, Козья слобода, Площадь Тукая, Проспект Победы тата Дубравная – çывăхӗнче май пур. Прививка тума кăмăл пуррисен вакцинацин мобильлӗ пункчӗсене 7.30-тан пуçласа 18.00 сехетчен паспортпа пымалла. 13.00 сехетрен 13.30-ччен – апат вăхăчӗ.

Вакцинаци пункчӗсем сентябрӗн 3-мӗшӗнчен ӗçлеме пуçланă. Паян кунччен 15 пине яхăн çын вӗсенче грипран прививка тутарнă.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здравоохранение