Минниханов министрсене çирӗплетнӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Минниханов министрсене çирӗплетнӗ

Паян Рустам Минниханов республикăри хăш-пӗр министерствăсен ертӳçисене çирӗплетнӗ.

Юстици министерствине малашне те Рустем Загидуллинах ертсе пырӗ, Вӗрентӳпе наукăнне – Ильсур Хадиуллин, Культурăнне – Ирада Аюпова, Экологипе çутçанталăк русурсӗсенне – Александр Шадриков.

ТР Раисӗ асăннă министрсем хăйсен должноçӗнчех юлнине çирӗплетекен Указсем çине паян алă пуснă.

Аса илтеретпӗр, Рустем Загидуллин хăй ӗçлекен минситерствăна 2017 çултанпа ертсе пырать, Ильсур Хадиуллин – 2020 çулхи сентябрьтен, Ирада Аюпова – 2018 çулхи май уйăхӗнчен, Александр Шадриков 2018 çулхи февральтен.

Сăнӳкерчӗк ТР Правительствин пресс-службин. 


Нет комментариев