Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тырпул тухăçӗ кăçал гектартан вăтамран 38 центнер

Тутарстанра юлашки 40 пин гектар çинчен пӗрчӗллӗ культурăсене пухса кӗртес ӗçсем пыраççӗ. Çакăн пирки шăматкун, сентябрӗн 20-мӗшӗнче, ТР Правительство Çуртӗнче Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов ирттернӗ канашлура ТР Премьер-министрӗн çумӗ, ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров пӗлтернӗ.

Пурӗ республикăн акăнакан лаптăкӗн 97 проценчӗ (1 миллион та 188 пин гектар) çинчен тырпула пухса кӗртнӗ, тухăç гектартан вăтамран 38 центнер.

13 районта вырма ӗçӗсем вӗçленнӗ. Çак кунсенче тата 10 районта тырпул пухса кӗртес ӗçсем вӗçленӗç.

Пӗрчӗллӗ культурăсенчен тата 44 гектар çинчен кукуруза, çуллă культурăсенчен рапс (ăна хальлӗхе пӗтӗмӗшле лаптăкăн 74 проценчӗ çинчен пухнă) пухса кӗртмелле-ха. Хӗвелçаврăнăшпа сойăна 340 пин гектар çинчен пухса тирпейлемелле.

Çак ӗçсемпе пӗрлех пахча çимӗçе тирпейлес ӗçсем те пыраççӗ. Сентябрӗн 20-мӗшӗ тӗлне 2,5 пин гектар (планран 45 процент) çинчен çӗрулми кăларса илнӗ. Вăтам тухăçлăх гектартан – 306 центнер.

Сахăр кăшманне 13,5 пин гектар çинчен кăларса илнӗ хальлӗхе. Вăтам тухăçлăх гектартан 463 центнер.

Ытти ӗçсем те хăй йӗркипе пыраççӗ. Кӗрхи культурăсене палăртнă 500 пин гектартан 450 пинӗ çине акнă. Выльăх апачӗ хатӗрлес плана хальлӗхе 69 процент таран пурнăçланă.

Синоптиксен прогнозӗ тăрăх ку эрнере çумăр çăвасси паллă, çавăнпа министр ял хуçалăх ӗçченӗсене тухăçа пухса кӗртес, выльăх апачӗ хатӗрлес ӗçсене пур вăя хурса ӗçлеме ыйтнă. 

 

Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство