Кӗрхи призывпа каякансене Раççейӗн çӗнӗ регионӗсене ямаççӗ
Кӗрхи призыв кампанийӗ кăçал яланхи пекех октябрӗн 1-мӗшӗнчен (яллă вырăнсенче октябрӗн 15-мӗшӗнчен) пуçласа декабрӗн 31-мӗшӗччен пырать. Салтака 18 çултан пуçласа 30 çула çитичченхи арçынсене илеççӗ. Служба срокӗ – 1 çул.
Кӗрхи призывпа пурӗ миçе çынна салтака илесси хальлӗхе паллă мар-ха. Çуркунне РФ Президенчӗн В.Путинăн хушăвӗпе 160 пин çынна çара илнӗ.
Медицина тӗрӗслевӗ иртнӗ хыççăн призывниксене служба иртме РФ Хӗç-пăшаллă Вăйӗсен çар чаçӗсене, ытти çар формированийӗсене яраççӗ.
РФ Оборона министерстви пӗлтернӗ тăрăх, призывпа çара илнӗ салтаксем Раççей территорийӗсенче кăна иртеççӗ. Донецкпа Луганск Халăх Республикисем, Херсонпа Запорожье облаçӗсем пек çӗнӗ территорисене те, ятарлă çар операцийӗн зонисене те ямаççӗ. (И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев