News by date 26 October 2023
-
Сывлăх тӗрӗслеме – вокзала
«Диабета хирӗç пӗрле» Сывлăх поезчӗ » информаципе çутӗç акцийӗ Хусана октябрӗн 29-мӗшӗнче çитет. Медицина ӗçченӗсем çынсене чукун çул вокзалӗнчех йышăнаççӗ. Ку акцие «Сывлăх сыхлав» наци проектне пурнăçлас тӗллевпе ирттереççӗ.
-
Чăваш Енрен Тутарстан опычӗпе паллашма килнӗ
Ӗнер ТР Вӗрентӳпе наука министерствинче Чăваш Республикин Пуçлăхӗн Коррупципе кӗрешес ыйтусем енӗпе управленийӗн делегацийӗпе тӗлпулу иртнӗ.
-
Килес çул тухăç пулмасть-ши?
Наци ял хуçалăхне страхлакансен союзӗн эсперчӗсем Тутарстанра типӗ çанталăка пула килес ял хуçалăх сезонӗ тухăçпа савăнтармассине пӗлтернӗ. Çакăн пек прогноза вӗсем космосран тунă сăнавсен тишкерӗвӗ çине таянса тăваççӗ.
-
Тутарстанра контрактниксен икӗ категорине 305 пин тенкӗ тӳлеççӗ
Тутарстанра контрактниксен икӗ категорине пӗр хутчен парăнакан тӳлев – 305 пин тенкӗ – тӳлеççӗ. Çакăн пирки калакан Указ çине ТР Раисӗ Рустам Минниханов алă пуснă.
-
Представители АО «Транснефть – Прикамье» приняли участие в круглом столе на тему компетенций региональной науки и запросов промышленных предприятий
Цель диалога - развитие сотрудничества, расширение и укрепление кооперационных связей государственных компаний и сектора генерации знаний в части привлечения потенциала образовательных организаций высшего образования к реализации инновационных проектов.
-
АО «Транснефть – Прикамье» за 9 месяцев провело свыше 15 тыс. экологических исследований
АО «Транснефть – Прикамье» подвело итоги деятельности эколого-аналитических лабораторий за январь-сентябрь текущего года. В рамках экологического контроля специалисты предприятия выполнили 15460 различных исследований, по результатам которых превышения предельно-допустимых концентраций контролируемых веществ не зафиксировано.
-
Валериан Гаврилова саламлатпăр!
«Сувар» хаçатăн çывăх тусне, Санкт-Петербургри тата Ленинград облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн ертӳçине, Раççейри чăвашсен федераллă автономийӗн пайташне Валериан Гаврилова «ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ» хисеплӗ ята тивӗçнӗ ятпа ăшшăн саламлатпăр! Малалла та тăван чӗлхепе культурăна сыхласа хăварас, аталантарас ӗçре пысăк çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр!