Тутарстанра контрактниксен икӗ категорине 305 пин тенкӗ тӳлеççӗ
Тутарстанра контрактниксен икӗ категорине пӗр хутчен парăнакан тӳлев – 305 пин тенкӗ – тӳлеççӗ. Çакăн пирки калакан Указ çине ТР Раисӗ Рустам Минниханов алă пуснă.
Пӗрремӗш категорие РФ Хӗç-пăшаллă çарӗсен ретӗнче хӗсмет иртме 2023 çулхи августăн 31-мӗшӗ хыççăн контракт çине алă пуснă мобилизациленнисем кӗреççӗ, иккӗмӗшсен йышне – РФ Хӗç-пăшаллă çарӗсен ретӗнче сроклă хӗсмет иртнӗ вăхăтра контракт тума шухăш тытнисем кӗреççӗ.
Указ кăçалхи декабрӗн 31-мӗшӗччен вăйра пулать.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев