Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Валериан Гаврилова саламлатпăр!

«Сувар» хаçатăн çывăх тусне, Санкт-Петербургри тата Ленинград облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн ертӳçине, Раççейри чăвашсен федераллă автономийӗн пайташне Валериан Гаврилова «ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ» хисеплӗ ята тивӗçнӗ ятпа ăшшăн саламлатпăр! Малалла та тăван чӗлхепе культурăна сыхласа хăварас, аталантарас ӗçре пысăк çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр!

Тепӗр 4 хастар чăваша «ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ» хисеплӗ ят парасси çинчен Указа ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаев октябрӗн 24-мӗшӗнче алă пуснă. 

Сумлӑ йышра — Санкт-Петербургри тата Ленинград облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗ Валериан Анатольевич Гаврилов, Шупашкарти Раҫҫей тата ЧР тава тивӗҫлӗ художникӗсен Аркадипе Людмила Акцыновсен ячӗллӗ  6-мӗш ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗ Валентина Тимофеевна Ильина, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн тӗп инженерӗ Александр Семенович Никитин, Чӑваш Ен Наци библиотекин «Фонд йӗркелекен тата документсене каталоглакан центр» уйрăмăн ертӳçи Луиза Аркадьевна Фёдорова.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чуваши России