Сывлăх тӗрӗслеме – вокзала
«Диабета хирӗç пӗрле» Сывлăх поезчӗ » информаципе çутӗç акцийӗ Хусана октябрӗн 29-мӗшӗнче çитет. Медицина ӗçченӗсем çынсене чукун çул вокзалӗнчех йышăнаççӗ. Ку акцие «Сывлăх сыхлав» наци проектне пурнăçлас тӗллевпе ирттереççӗ.

Пациентсен сывлăхне сахăр диабетне тупса палăртассишӗн тӗрӗслеççӗ, çак тӗллевпе тӗпчевсем ирттереççӗ: глюкоза, холестерин тата гликированнăй гемоглобин шайне пăхаççӗ, ЭКГ, щит евӗр парсене УЗИ пăхаççӗ.
Пациентсене октябрӗн 29-мӗшӗнче 10.00 – 17.00 тата октябрӗн 30-мӗшӗнче 9.00 – 13.00 сехетсенче йышăнаççӗ. Кирлӗ медицина оборудовнине вырнаçтарнă поезд «Владивосток – Мускав» маршрутпа çула тухнă. Çынсем йышлă пурăнакан станцисенче чарăнса граăдансен сывлăхне тӗрӗслеççӗ.
«Сывлăх сыхлав» наци проекчӗ витӗмӗпе вăйпитти çулсенчи çынсем вилессине чакарасшăн, медицина организацийӗсенче кадрсем çитменнине пӗтересшӗн. Наци проекчӗн тӗллевӗ – Раçей çыннисен сывлăхне тӗрслесси пулса тăрать.
Наци проекчӗсене 2019 çултанпа, РФ Президенчӗ В.В.Путин йышăнăвӗ хыççăн пурнăçлаççӗ.
Сывлăх тӗрӗслеме – вокзала
«Диабета хирӗç пӗрле» Сывлăх поезчӗ » информаципе çутӗç акцийӗ Хусана октябрӗн 29-мӗшӗнче çитет. Медицина ӗçченӗсем çынсене чукун çул вокзалӗнчех йышăнаççӗ. Ку акцие «Сывлăх сыхлав» наци проектне пурнăçлас тӗллевпе ирттереççӗ.
Пациентсен сывлăхне сахăр диабетне тупса палăртассишӗн тӗрӗслеççӗ, çак тӗллевпе тӗпчевсем ирттереççӗ: глюкоза, холестерин тата гликированнăй гемоглобин шайне пăхаççӗ, ЭКГ, щит евӗр парсене УЗИ пăхаççӗ.
Пациентсене октябрӗн 29-мӗшӗнче 10.00 – 17.00 тата октябрӗн 30-мӗшӗнче 9.00 – 13.00 сехетсенче йышăнаççӗ.
Кирлӗ медицина оборудовнине вырнаçтарнă поезд «Владивосток – Мускав» маршрутпа çула тухнă. Çынсем йышлă пурăнакан станцисенче чарăнса граждансен сывлăхне тӗрӗслеççӗ.
«Сывлăх сыхлав» наци проекчӗн витӗмӗпе вăйпитти çулсенчи çынсем вилессине чакарасшăн, медицина организацийӗсенче кадрсем çитменнине пӗтересшӗн. Наци проекчӗн тӗллевӗ – Раçей çыннисен сывлăхне тӗрслесси пулса тăрать.
Наци проекчӗсене 2019 çултанпа, РФ Президенчӗ В.В.Путин йышăнăвӗпе пурнăçлаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев