Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Килес çул тухăç пулмасть-ши?

Наци ял хуçалăхне страхлакансен союзӗн эсперчӗсем Тутарстанра типӗ çанталăка пула килес ял хуçалăх сезонӗ тухăçпа савăнтармассине пӗлтернӗ. Çакăн пек прогноза вӗсем космосран тунă сăнавсен тишкерӗвӗ çине таянса тăваççӗ.

Организацин президенчӗ Корней Биждов каланă тăрăх, кăçал январь уйăхӗнчен пуçласа сентябрьччен юр, çумăр питех çуманнипе тата шăрăх тăнипе республикăн уй-хирӗсем майпен типсе пынă. Октябрь уйăхӗн çурри тӗлне те акă çулталăкра çунă çумăрсем 10 çулхи вăтам кăтартуран 27 процент сахалрах, тăпрари температура вара 7 процент ăшăрах. Лару-тăрăва хӗлле юр нумай çусан лайăхлатӗччӗ. Анчах кӗрхи калчасене вăл та çăлаймӗ, мӗншӗн тесен типӗ çанталăкра, нӳрсӗр çӗр çине акнипе шăтса лайăх тымарланса юлайман.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство