News by date 27 August 2025
-
Ретро хитсен гала-концерчӗ
«Новая волна» конкурсăн ăмăрту пайӗ вӗçленни пур çӗрте те сисӗнчӗ. Жюри те хӗрӳ ӗçленӗ хыççăн лăшт сывласа яни сисӗнчӗ. Анчах артист тивӗçӗ малти вырăнта. Августăн 25-мӗшӗнче гала-концертăн репетицийӗ кăнтăрлачченех пуçланчӗ. Вăт çакăнта курăнчӗ те ӗнтӗ юрăçсен профессионализмӗ.
-
«Новая волна» конкурсра Казахстан юрăçи çӗнтерчӗ
«Новая волна» конкурсăн виççӗмӗш кунӗн паллă саманчӗ Лолита «Раневская» юрра юрланипе палăрчӗ. Артистка туйăмсене чараймасăр йӗрсе ярсан зал ура çине пӗр харăссăн тăчӗ. Чуна хускатакан самант. Çӗнтерӳçӗсене августăн 24-мӗшӗнче (конкурсантсемшӗн вăл 3 ăмăрту кунӗ пулчӗ) пӗлтерчӗç. Çамрăксем сцена çине тухиччен «Иванушки International» трибьют концерт пачӗ. Вӗсен хичӗсене Игорь Крутой, Татьяна Куртукова, Ева Власова, Люся Чеботина, Игорь Николаев, Григорий Лепс, SHAMAN тата ыттисем юрларӗç.
-
Хусан «Новая волна» конкурспа сывпулашрӗ
«Новая волна 2025» халăхсен хушшинчи çамрăк юрăçсен конкурсӗ августăн 26-мӗшӗнче чаплă концерта хупăнчӗ. Хусан историне вăл тепӗр анлă пулăм пек кӗрсе юлӗ. Куракансем Раççейрен кăна мар ют çӗршывсенчен те йышлăн çитнӗ. Хăш-пӗрисем океана парăнтарса Америкăранах вӗçтерсе çитнӗ. 23 çул хушшинче конкурс çынсен юратăвне çӗнсе илме пултарнă. Малтанласа вăл Латвири Юрмалăра (2002 – 2014) иртнӗ, унтан Сочие (2015 – 2019) куçрӗ, юлашки çулсенче Сириусра пулчӗ (2021 – 2024). Кăçал вара Хусана çитрӗ.
-
Дима БИЛАН: «ГЕОГРАФИЕ АНЛĂЛАТМАЛЛА»
«Новая волна» конкурса Хусана илсе килни пирки организацин официаллă сайчӗн социаллă сечӗсенчи страницисенче тавлашу хӗрӳ пычӗ. «Хусан провинци хули. Кичем кунта», «Ăна тинӗс çумӗнче иртмелли конкурс тесех пуçарса янă» çакăн йышши çырнисене хирӗç Тутарстан тӗп хулине хӳтӗлекенсем те сахал мар пулчӗç. Паллă ӗнтӗ, ытларах вӗсем хамăр хула çыннисем. Çавсен ретӗнче паллă юрăç, пирӗн ентеш Дима Билан та. Пресс-волта «Сувар» журналисчӗсене вăл кӗске интервью пачӗ.
-
Хусан Кремльне чăвашсене чӗннӗ
ТР Раисӗ Рустам Минниханов мăшăрӗпе Гульсина Миннихановăпа Тутарстан Республикин кунӗ умӗн Хусан Кремлӗнче республикăри çемьесене пуçтарать. Йăлана кӗнӗ тӗлпулу паян, августăн 27-мӗшӗнче пулать.
-
Тутарстанра шывра ишекен кайăк-кӗшӗке тытма юрать
Августăн 23-мӗшӗнчен пуçласа шывра ишекен кайăк-кӗшӗке тытассипе сунар сезонӗ уçăлнине пӗлтерет ТР Биоресурссемпе патшалăх комитечӗн пресс-служби.