«Новая волна» конкурсра Казахстан юрăçи çӗнтерчӗ
«Новая волна» конкурсăн виççӗмӗш кунӗн паллă саманчӗ Лолита «Раневская» юрра юрланипе палăрчӗ. Артистка туйăмсене чараймасăр йӗрсе ярсан зал ура çине пӗр харăссăн тăчӗ. Чуна хускатакан самант. Çӗнтерӳçӗсене августăн 24-мӗшӗнче (конкурсантсемшӗн вăл 3 ăмăрту кунӗ пулчӗ) пӗлтерчӗç. Çамрăксем сцена çине тухиччен «Иванушки International» трибьют концерт пачӗ. Вӗсен хичӗсене Игорь Крутой, Татьяна Куртукова, Ева Власова, Люся Чеботина, Игорь Николаев, Григорий Лепс, SHAMAN тата ыттисем юрларӗç.
Унтан конкурсантсене итлерӗмӗр. Авторла юрăсемпе паллаштарчӗç вӗсем. Çакăнта вокалист пултарулăхӗсӗр пуçне текстпа, кӗвӗпе ӗçлеме пӗлни те палăрчӗ.
Жюри йышӗ сумлă. Çавсен шутӗнче Раççей халăх артисчӗ, юрăç, композитор, поэт Игорь Николаев, Раççей халăх артисчӗ, продюсер, юрăç Филипп Киркоров, Раççей халăх артисчӗ, продюсер, композитор, «Иванушки International» «ашшӗ» Игорь Матвиенко, юрăç Лолита, юрăç, телеертӳçӗ, театрпа кино артисчӗ Сергей Лазарев, çыравçă, юрăç Алексей Чумаков, Анна Асти, «Новая волна» конкурс выпускници Люся Чеботина пулчӗç. Жюри председателӗ – Раççей халăх артисчӗ, композитор, продюсер Игорь Крутой.
Пӗрремӗш вырăна Казахстан юрăçи Алекс Лим тивӗçрӗ. «Оберег» фолк-проект (Раççей) иккӗмӗш вырăна çӗнсе илчӗ. Виççӗмӗш вырăна Раççейпе Казахстан юрăçисем – Джаммипе Йерназар пайларӗç. Азербайджан юрăçи вара Теймур Ганифаев куракансен кăмăлне кайнă юрăç ятне тивӗçрӗ.

Конкурс условийӗсемпе паллă хитсемпе авторла юрăсем юрламалли задачăна вӗсем туллин пурнăçларӗç. 13 финалист та çав тери вăйлă вокалист. Кашни хрусталь кубока тивӗçлӗ. Çапах жюри йышăнăвӗпе асăннă вокалистсем çӗнтерӳçӗсен шутне кӗчӗç. Йерназар нумайăшин кăмăлне çавăрчӗ. Ăна жюрире ларакансем Витаспа та танлаштарчӗç. Çӳллӗ нотăсене ăста илнипе.
Конкурсантсен пултарулăхне жюри юрланă хыççăнах хак парса пычӗ, канашсем пачӗ. Вӗсене итлеме кăсăк. Филипп Киркоров Дима Билан хыççăн темиçе çул никамах та палăрманнине палăртса кăçалхи конкурсра тинех тупăннине каларӗ.
Сăмах май, Билансăр пуçне Гагарина та, Лазарев та «Новая волна» конкурсран эстрадăна килнӗ.
Сергей Лазарев пуçлакан юрăра уçă сасăсене çеç мар хупă сассене те тимлемеллине палăртрӗ. «Итлекеншӗн текст пӗлтерӗшлӗ. Хупă сассене юрлани юрра илемлӗх кӗртет», – терӗ вăл.
Çӗнтерӳçӗсен савăнăçне сăмахпа виçме çук. Журналистсемпе калаçнă чух пӗри те пархатарлă сăмах шеллемерӗ. Пӗрремӗш вырăна тивӗçнӗ Алекс Лим чӗререн пурне те тав турӗ. «Тутарстанра питӗ лайăх çынсем пурăнаççӗ. Вӗсем алă çупса хавхалантарма, итлеме пӗлеççӗ. Тӗлӗнмелле çынсем! Эп сирӗн ярмарккасене час-час тухса çӳрерӗм. Эчпочмак епле тутлă. Анчах пуринчен ытла ман асăмра кунти тӳпе юлӗ. Кашни кун вăл тӗлӗнмелле урăхла пулчӗ, – терӗ Алекс Лим. – «Новая волна» конкурса çӗнтереп тесе килмен. Çӗнтерес килнӗ, паллах, анчах шанман. Хутшăнса эмоцисем илесси кирлӗрехчӗ».
Чи пахи шутне вӗсем конкурса хутшăнса опыт илнине кӗртрӗç тата паллах Раççейӗн паллă поп-артисчӗсемпе паллашнине, вӗсемпе пӗр сцена çине тухма май килнине.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев