Хусан Кремльне чăвашсене чӗннӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан Кремльне чăвашсене чӗннӗ

ТР Раисӗ Рустам Минниханов мăшăрӗпе Гульсина Миннихановăпа Тутарстан Республикин кунӗ умӗн Хусан Кремлӗнче республикăри çемьесене пуçтарать. Йăлана кӗнӗ тӗлпулу паян, августăн 27-мӗшӗнче пулать.

Асăннă мероприяти чăваш çемйисемсӗр иртмест. Тӗлпулăва Кайпăç районӗнчи Кӳлпуç ялӗнче пурăнакан Иванпа Людмила Козинсене чӗннӗ.

Козинсен ывăлӗ Николай 2022 çулхи ноябрӗн 14-мӗшӗнче ятарлă çар операцийӗнче паттăррăн пуç хунă. 2023 çулхи февралӗн 20-мӗшӗнче РФ Президенчӗн Указӗпе ăна Мухтав орденӗпе наградăланă (вилнӗ хыççăн).

 


Раис РТ семьи Татарстана

Нет комментариев