Ретро хитсен гала-концерчӗ
«Новая волна» конкурсăн ăмăрту пайӗ вӗçленни пур çӗрте те сисӗнчӗ. Жюри те хӗрӳ ӗçленӗ хыççăн лăшт сывласа яни сисӗнчӗ. Анчах артист тивӗçӗ малти вырăнта. Августăн 25-мӗшӗнче гала-концертăн репетицийӗ кăнтăрлачченех пуçланчӗ. Вăт çакăнта курăнчӗ те ӗнтӗ юрăçсен профессионализмӗ.
Артист пурнӑçӗ айккинчен пӑхсан çеç çӑмӑл курӑнать. Сцена çине хитрен кӑна тухни айсбергӑн тӑрри кăна. Куçа курӑнманни вӑл - кулленхи репетицисем, вокал занятийӗсем, ташӑ урокӗсем, вӗçӗмсӗр çулçӳревсем.
Сцена çинче хитре те пулмалла тата. Куракан шоу, хитре картинка кӗтет. Артистӑн хитре те пулмалла. Çавӑнпа спортпа та туслӑ вӗсем. Укçара кӑна ӗç тӑмасть. Йӑрӑс пӳллӗ те маттур курӑнас тесен нумай ӗçлемелле.
Вӗсенчен те кирлӗреххи ӗçченлӗхпе чӑтӑмлӑх. Çакна гала-концертра та, ун умӗнхи репетицире те хамӑр курса ӗнентӗмӗр.
Çапса çумӑр çусан та пӗр артист та шутланӑ номертен пӑрӑнмарӗ.
Дима Билан, Филипп Киркоров, SHAMAN (Ярослав Дронов), Валерий Леонтьев уйрӑмах пысӑк чӑтӑмлӑх кӑтартса лӳшкекен çумӑр айӗнчен пуçларӗç хӑйсен номерӗсене. Вӗсен номерӗсем чи асра юлнисем пулчӗç.
Гала-концертра 70, 80, 90-мӗш çулсенчи хитсем янрарӗç. SHAMAN Юра Шатуновăн «Седая ночь» юррине çӗнӗ сывлăш кӗртрӗ. Билан «Ночной хулиган» юррипе сценăна çунтарчӗ. Киркоров ABBA ушкăнăн хитне юрлани зала ура çине тăратрӗ. Пресняковăн «Зурбаган» юрри нумайăшне ачалăха ăсатрӗ пулӗ.
Концертра Юрий Антонов та пулмаллаччӗ. Хусана вăл вӗçсе çитнӗ, анчах хăйне япăх туйнипе юрăçа больницăна леçнӗ. 80па пырать-çке тем тесен те. Çавăнпа ун «Лишь ты одна» хитне Игорь Крутой питӗ хитре шăрантарчӗ. Кӗтни тепӗр кун çитрӗ. «Новая волна» хупăннă кун эстрада легенди Юрий Антонов куракансене виçӗ юрă парнелерӗ. Куракансемпе те калаçса илчӗ маэстро. «Сирӗн хула çав тери илемлӗ. Анчах хулан тӗп илемӗ – ун çыннисем. Республика пуçлăхӗ Рустам Минниханов та çав тери лайăх çын. Эпир унпа пӗр-пӗрне тахçантанпа пӗлетпӗр», – терӗ Юрий Антонов.
Олег Газманов икӗ кун мӗнпур зала ташлаттарчӗ. Чи паллă хитсенчен тăракан попурри ностальгилле туйăмсем вăртарӗ. Энерги тапса тăни çынсене çавăрса илет. Артист, тата мӗн тейӗн.
Гала-концертăн чи вăйлă аккорчӗ – Валерий Леонтьевпа çыхăнчӗ. 9 çул сцена çине тухман артиста халăх тунсăхлани сисӗнчӗ. Куракансем ăна чечек айне турӗç. Валерий Леонтьев хăй те сценăшăн, куракансемшӗн тунсăхлани палăрчӗ. Дельтаплан юрăпа пуçланчӗ легендăн шоувӗ. Сцена çывăхне артист аэропортри траппа ярăнса тухрӗ. «Маргарита», «Зеленый свет», «Милый друг» юрăсемпе савăнтарчӗ вăл куракансене.
Конкурс хупăннă кун юрă премьерисем нумай пулчӗç. Пресняковпа Подольскаян лирикăлла çӗнӗ юрри юмах тӗнчине илсе кӗчӗ. Филипп Киркоров Алекснадр Лопатинăн «Вы с нами» юррине чуна витермелле юрларӗ. Ăна совет кинематографийӗпе эстрада легендисене халалланă. Куççуль кăлларттарчӗ çак юрă.
Çак кунăн аккорчӗ Раççей халăх артисчӗ, поэт тата композитор Игорь Крутойпа Ирина Аллегрован номерӗ пулчӗ. Вӗсем икӗ çӗнӗ юрăпа паллаштарчӗç. Çакăн хыççăн ТР Раисӗнчен Рустам Миннихановран конкурс директорне Игорь Крутоя пысăк карçинккапа чечек тухса пачӗç.
Концерт Раççей юрăçӗсемпе конкурсантсем пурте пӗрле сцена çине тухса «Новая волна» гимнне юрланипе вӗçленчӗ.
Конкурс концерчӗсене ертсе пыракансем çинчен те асăнса хăварар. Тӗрлӗ кунсенче ăна Лера Кудрявцевапа Сергей Лазарев, Андрей Малахов, Лера Кудрявцевапа Владимир Маркони çав тери ăста ертсе пычӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев