Хусан «Новая волна» конкурспа сывпулашрӗ
«Новая волна 2025» халăхсен хушшинчи çамрăк юрăçсен конкурсӗ августăн 26-мӗшӗнче чаплă концерта хупăнчӗ. Хусан историне вăл тепӗр анлă пулăм пек кӗрсе юлӗ. Куракансем Раççейрен кăна мар ют çӗршывсенчен те йышлăн çитнӗ. Хăш-пӗрисем океана парăнтарса Америкăранах вӗçтерсе çитнӗ. 23 çул хушшинче конкурс çынсен юратăвне çӗнсе илме пултарнă. Малтанласа вăл Латвири Юрмалăра (2002 – 2014) иртнӗ, унтан Сочие (2015 – 2019) куçрӗ, юлашки çулсенче Сириусра пулчӗ (2021 – 2024). Кăçал вара Хусана çитрӗ.
Ултă куна пынă музыка марафонӗн кашни кунӗ асра юлмалли самантсемпе пуянччӗ. Куракансемшӗн юратнă юрăçсене çывăхран курни, вӗсене чӗррӗн итлеме май пурри парне вырăнне. «Новая волна» уçăлнă кун легендăна çаврăннă артистсемпе пӗрле çамрăксем те тухрӗç. Иккӗмӗш кунăн хэдлайнерӗ Лариса Долина пулчӗ. Эстрада енӗпе ӗçтешӗсен йышӗнче – Киркоров, Лолита, Панайотов, Сосо Павлиашвили, Михайлов, Басков, Чумаков тата ыттисем. Вӗсем ун репертуарӗнчи юрăсене çӗнӗлле сăнларӗç.
Мероприятин иккӗмӗш кунӗ конкурсантсемшӗн пӗрремӗш ăмăрту кунӗ пулчӗ. Программăпа килӗшӳллӗн, вӗсем Раççей эстрада юрăçисен хичӗсене юрларӗç. Куракансене пуринчен ытла Маша Фэй «Мадам Брошкина», Алекс Лим Кузьминăн «Сибирские морозы» юрăсене юрлани килӗшни палăрчӗ.
Критиксем те çывăрмаççӗ
«Новая волнан» официаллă страницисенчи комментарисенче çӗнӗ хум киввине çаврăнса пыни пирки сăмахларӗç. Ку ӗнтӗ эстрада пенсионерӗсене пырса тивет. Сăмахран, Долина та кӗçех çитмӗл тултарать, Газмановпа Буйнов та çав шутра. Тавлашу вутне хыптарса яма тем пек тăрăшсан та концертсем çӗкленӳллӗ лару-тăрура иртрӗç. «Новая волна» ăмăрту кăна мар-çке. Пуçлакан юрăçсемшӗн вăл эстрада мэтрӗсен мастер-класӗ те. Конкурсăн пресс-волӗнче журналистсемпе тӗлпулусенче конкурсантсем юратнă юрăçсенчен пăхса вӗреннине пытармарӗç. Вӗсемпе пӗр сцена çине тухма май килнишӗн савăннине пӗлтерчӗç.
New Wave Hall зал вӗресе тăчӗ çак кунсенче. Пресс-волпа хӗрлӗ кавир çул патӗнче уйрăмах хӗрӳ лару-тăру хуçаланчӗ. Пӗр енне пăхатăн Филипп Киркоров менеджерӗпе таçта васкать, тепӗр çӗрте Люся Чеботина, Лолита, Игорь Крутой (жюри пайташӗсем) интервью параççӗ. Çав хушăрах хӗрлӗ кавир çул çинче ялан кам та пулин сăн ӳкерӗнет – конкурсантсем, паллă эстрада çăлтăрӗсем. Сисместӗн те çумран пӗр-пӗр паллă артист иртсе каять. Конкурсăн кашни кунӗнче кам та пулин урăххи çитет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев