News by date 29 April 2025
-
Парнесем хуçисене тупрӗç
«Сувар» хаçата 2025 çулăн 1-мӗш çур çулӗ валли çырăннисен хушшинче ирттернӗ «Сувар» çырăн та аэрогриль выляса ил!» акцие редакци ӗçченӗсем апрелӗн 28-мӗшӗнче тӳрӗ эфирта пӗтӗмлетрӗç (ăна хаçатăн «ВКонтакте» социаллă сетьри ушкăнӗнче пăхма пулать). Хальхинче редакци парнисене камсем тивӗçрӗç-ха? Паллаштаратпăр.
-
В Санкт-Петербурге звучала молитва на чувашском языке
Пасхальное богослужение в Храме Рождества Христова на Песках началось вечером в субботу, как и во всех православных церквях. Этот храм построили по проекту архитектора Петра Егорова, который был чувашом по происхождению, поэтому его часто называют «чувашским».
-
Мотоциклпа çӳрекенсене тимлӗç
Тутарстанăн Патшалăх автоинспекцийӗ апрелӗн 24-мĕшĕнчен пуçласа майăн 25-мӗшӗччен «Мотоцикл» профилактика операцийӗ ирттерет.
-
Тутарстана «Çӗнтерӳ пуйăсӗ» çитнӗ
Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне уявланă май Горький чугун çулӗ çинче мемориаллă состав йӗркеленӗ. Ретропоезд составне ЛВ-165 сериллӗ легендарлă паровоз, çар техникин экспоначӗсемпе ултă платформа, санитари тата икӗ теплопушкăллă вагон кӗнӗ. Вагонсенче вăрçă çулӗсенчи япаласем – кроватьсем, сӗтелсем, савăт-сапа тата ытти япаласем.
-
Анлă проката тухакан пӗрремӗш фильм
Майăн 1-мӗшӗнче 13.00 сехетре Хусанти «Синема 5» кинотеатрта (Парк Хаус суту-илӳ центрӗнче) Александр Твардовский сăввин сюжечӗ тăрăх ӳкернӗ «Танкист» илемлӗ фильмăн премьери иртет. Кинора профессиллӗ актерсемсемпе пӗрле Хусанти Суворов çар училищин воспитанникӗсем те вылянă.