Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстана «Çӗнтерӳ пуйăсӗ» çитнӗ

Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне уявланă май Горький чугун çулӗ çинче мемориаллă состав йӗркеленӗ. Ретропоезд составне ЛВ-165 сериллӗ легендарлă паровоз, çар техникин экспоначӗсемпе ултă платформа, санитари тата икӗ теплопушкăллă вагон кӗнӗ. Вагонсенче вăрçă çулӗсенчи япаласем – кроватьсем, сӗтелсем, савăт-сапа тата ытти япаласем.

Уяв мероприятийӗсем апрелӗн 23-мӗшӗнче пуçланнă. Çак кун пуйăс 45 тӗрле станцие çитес тӗллевпе Чулхуларан икӗ эрне тăсăлакан çулçӳреве тухнă.

Тутарстанра пуйăс апрелӗн 28-мӗшӗнче 8.05 сехетре «Зеленый Дол» станцийӗнче пӗрремӗш хут чарăннă. Паян, апрелӗн 29-мӗшӗнче,  8.45 сехетре «Бурундуки», 10.20 сехетре «Буа» станцийӗсене çитнӗ. Апрелӗн 30-мӗшӗнче 9.00 сехетре Хусана çитет, 13.25 сехетре «Шемордан» станцийӗнче пулать. Майăн 1-мӗшӗнче 8.15 сехетре республикăри юлашки станцине «Агрыз-1» çитет.

Станцисенче митингсем, уяв мероприятийӗсемпе концертсем иртеççӗ. Курма килекенсем салтак пăттине тутанса пăхма, асăнмалăх сăнӳкерчӗксем тума пултараççӗ. Пуйăса тӳлевсерех кӗртеççӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 80-летие Великой Победы поезд победы