Мотоциклпа çӳрекенсене тимлӗç
Çӗнӗ хыпарсем

Мотоциклпа çӳрекенсене тимлӗç

Тутарстанăн Патшалăх автоинспекцийӗ апрелӗн 24-мĕшĕнчен пуçласа майăн 25-мӗшӗччен «Мотоцикл» профилактика операцийӗ ирттерет.

‎Мероприяти шайӗнче инспекторсем мототранспорт водителӗсен çул-йӗр правилисене пăхăннине тӗрӗслеççӗ. Уйрăмах спортра усă курмалли мотоциклсемпе  аслă çул çине тухнине тимлеççӗ.

Юлашки вăхăтра мототранспортпа çула çитмен ачасем инкеке лекни те пăшăрханатарать. Ачасене руль умӗнче тытса чарсан, ашшӗ-амăшне административлă явап тыттарма пултарнине ан манăр.

Мототехникăн водителӗсемпе пассажирӗсем çул-йӗр çинче  чи сиенлисем шутланаççӗ. Автомобилистсемпе танлаштарсан, мотоциклистсем пӗчӗк инкекре те йывăр аманма пултараççӗ. Çавăнпа мотоциклистсемпе скутеристсен çул-йӗр правилисене тимлӗн пăхăнмалла, йӗркене пăсмалла мар, шлемпа тата хӳтӗлекен экипировкăпа çеç çӳремелле.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.


гибдд рт безопасность автоинспектор

Нет комментариев