Анлă проката тухакан пӗрремӗш фильм
Майăн 1-мӗшӗнче 13.00 сехетре Хусанти «Синема 5» кинотеатрта (Парк Хаус суту-илӳ центрӗнче) Александр Твардовский сăввин сюжечӗ тăрăх ӳкернӗ «Танкист» илемлӗ фильмăн премьери иртет. Кинора профессиллӗ актерсемсемпе пӗрле Хусанти Суворов çар училищин воспитанникӗсем те вылянă.
Курма килекенсем çак ссылкăпа регистраци иртсен кăтартăва тӳлӗвсерех кӗртеççӗ.
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнине халалланă фильма «ТАИФ» компани пулăшнипе «Вечный Огонь» кинокомпани тата КСВУ киностуди ӳкернӗ. Сюжет 1943 çулта совет çарӗсем наступление куçнă вăхăта сăнласа парать. Танкист вăрçа пула йывăр лару-тăрăва лекнӗ ачана тӗл пулать.
Танкист рольне Дмитрий Смирнов, ача рольне – Андрей Еналеев сăнланă. Продюсер Роман Королев çакăн пек фильмсем патриотла воспитани парассинче пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнине каласа хăварнă. КСВУ киностуди ертӳçи Василий Ямков «Танкист» анлă прокат валли ӳкернӗ пӗрремӗш фильм пулнине палăртнă.
Премьера вăхăтӗнче авторсемпе тата актерсемпе презентаци те иртет.
Марат Ким, Алинур Бикмухаметов сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев