News by date 30 January 2026
-
«Хузангаевский» хуҫалӑхра зубрпа бизон гибридне ӗрчетеҫҫӗ
Сиктӗрмере зубрпа бизон гибричӗсене, ҫурҫӗр пӑланӗсене ӗрчетеҫҫӗ, Ешӗлварта тискер кайӑксен питомникӗ пулать.
-
Тутарстанӑн Хӗрлӗ Кӗнеки икӗ чӗлхепе тухнӑ
Республика территорийӗнчи сайра тӗл пулакан, пӗтес хӑрушлӑхри 645 тӗрлӗ чӗрчун, ӳсен-тӑранпа кӑмпасем ҫинчен халӗ вырӑсла тата тутарла вуласа пӗлме пулать.
-
Тутарстанăн «Динамо» физкультурăпа спорт обществи хăйӗн 100 çулне паллă турӗ
Январӗн 29-мӗшӗ – республикăшăн пӗлтерӗшлӗ те савăнăçлă кун. Шăп çак кун 1926 çулта Шалти ӗçсен Халăх комиссариачӗ (наркомат) Тутар АССРӗнче «Динамо» спорт обществине регистрациленине çирӗплетекен удостоверени панă.
-
Интернетра мӗн-тӗр лартиччен пуç тавра шухăшла, унсăрăн явап тытма тивӗ
Нурлат район сучӗ нумай пулмасть РФ Уголовнăй кодексӗн 282.4-мӗш статйин 1-мӗш пайӗнче пăхса тухакан преступление тунă Г. гражданина айăпланă. Социаллă сетьри хăйӗн страницинче нацистсен символикиллӗ сăнӳкерчӗк кăларнăшăн унăн çулталăк та 6 уйăх юсанмалли ӗçсенче тар тăкма тивӗ.
-
Муса Джалиль çинчен ӳкернӗ фильм проката тухать
Февралӗн 12-мӗшӗнче Тутарстан кинотеатрсенче Радик Кудояровăн «Черный лес» тулли метражлă фильм кăтартма пуçлаççӗ. Лента Совет Союзӗн Геройӗ Муса Джалиль çинчен, унăн вилӗмӗ Нюрнбергра нацистсен преступникӗсене пӗрремӗш хут вӗлернипе епле çыхăннине кăтартса парать.
-
Йӗлтӗрçӗсен экстрим-фестивалӗ
Февралӗн 8-мӗшӗнче Хусанта пурăнакансене хула администрацийӗ сăрт çинчен йӗлтӗрпе ярăнакансен «Крутой спуск. Кремль» фестивальне хутшăнма чӗнет
-
Хусантан Çырчаллине «Метеор» çӳреме тытăнать
Шыв-шур навигацийӗ уçăлсан пассажирсене «Метеор– 2020» Кама юханшывӗ тăрăх Автограда турттарма тытăнать. Чăн та, пурне те мар, туристсене кăна.
-
Юные корреспонденты России и зарубежья соберутся на онлайн-конкурсе «ЮНКОР-2026»
Автономная некоммерческая организация «Пойдем с нами» запускает VII Открытый онлайн-конкурс юных корреспондентов «ЮНКОР-2026», который пройдет с 1 февраля по 10 апреля 2026 года. Проект, стартовавший в 2020 году, традиционно объединяет детей и молодых людей из разных регионов России и стран ближнего зарубежья.