Тутарстанăн «Динамо» физкультурăпа спорт обществи хăйӗн 100 çулне паллă турӗ
Январӗн 29-мӗшӗ – республикăшăн пӗлтерӗшлӗ те савăнăçлă кун. Шăп çак кун 1926 çулта Шалти ӗçсен Халăх комиссариачӗ (наркомат) Тутар АССРӗнче «Динамо» спорт обществине регистрациленине çирӗплетекен удостоверени панă.
«Çӗршыв историйӗ – «Динамо» историйӗ. 100 çул», «Юхăм – вăй» – çакăн пек кӗске каларăшсемпе палăртнă «Динамо» физкультурăпа спорт обществин çӗршер кӗнеке çырмалăх историне юбилей тӗлне хатӗрленӗ куравра. Тутарстан динамовецӗсен ячӗсем – Олимп, Тӗнче, континент тата ытти ăмăртусен чемпионӗсен – ӗмӗрлӗхех Раççей спорчӗн историне ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлнă. Вӗсен тӗслӗхӗ, рекордла кăтартăвӗсем, никама тата нимӗне парăнманлăхӗ, авăнми характерӗ, вăй-хăвачӗ пиншер ача-пăчапа çамрăка хавхалантарса спорт тӗнчине çул уçса панă.

Январӗн 29-мӗшӗ – республикăшăн пӗлтерӗшлӗ те савăнăçлă кун. Шăп çак кун 1926 çулта Шалти ӗçсен Халăх комиссариачӗ (наркомат) Тутар АССРӗнче спорт обществине регистрациленине çирӗплетекен удостоверени панă. Вăл вăй ведомствисене пӗр çӗре чăмăртакан организаци пулса тăнă. Тӗллевӗ – çар служащийӗсемпе ОГПУ сотрудникӗсене вăй-халпа сывлăх, çан-çурăм, характер енчен çирӗплетсе пиçӗхтересси. Физкультурăпа спорт урлă.
Спорт çăлтăрӗсем
Паян кунччен çак идеологипе пурăнать легендарлă спорт обществи. Вăл – çӗршыв, республика мăнаçлăхӗ, чысӗ, вăй-хăвачӗ. Çак энерги ӗнер Г. Камал ячӗллӗ театрта тапса тăчӗ. Шăп çакăнта иртрӗ юбилей мероприятийӗ.

Алăкран кӗрсенех савăнăçлă хӗвӗшӗве чăматăн. Кам кăна çук кунта – тӗнчипе паллă спортсменсем, чемпионсем, спорт мастерӗсем, тава тивӗçлӗ физкультура тренерӗсемпе ӗçченӗсем... Пӗр сăмахпа – спорт çăлтăрӗсем. Çавсен хушшинче Олимп чемпионӗсем – Наиля Гилязова, Валентина Никонова, Марта Мартьянова (фехтовани), пирӗн Николай Колесников (йывăр атлетика), Гульнара Галкина-Самитова (çăмăл атлетика), Олимп вăййисен призерӗсем – Максим Вылегжанин, Евгений Дементьев, Андрей Ларьков (йӗлтӗрпе чупасси), Максим Михайлов, Екатерина Гамова (волейбол), Анастасия Колесникова (спорт гимнастики), Светлана Демина, Василий Мосин (тӗл пересси), Раççейӗн тава тивӗçлӗ тренерӗсем – Татьяна Покровская (синхронлă ишесси), Ольга Павлова (çăмăл атлетика), Николай Капитонов (йывăр атлетика), Сергей Демин (тӗл пересси), Владимир Алекно (волейбол), Араик Маргарян (курăк çинчи хоккей), Фарид Хасанов, Ильдар Шаймарданов (фехтовани). «Динамон» ертӳçӗ тренерӗсем, ТР тава тивӗçлӗ физкультура ӗçченӗсем – Павел Калашкин (регби), Вячеслав Колотовкин (аквабайк), Адель Зайнетдинов (бокс), Екатерина Лузганова (пульăпа пересси) тата ыттисем. Кашни ят – хăйне уйрăм истори, шăпа, кӗрешӳ. Унта савăнăç та, ырату та, çӗнтерӳ те пур.
Мускавран паллă спортсменка, синхронлă ишессипе виçшер хутчен Олимп тата Тӗнче чемпионки, тăхăр хутчен Европа чемпионки, РФ тава тивӗçлӗ спорт мастерӗ Мария Киселева килсе çитнӗ. Унпа кăштах калаçса илме те май пулчӗ. «Тутарстанăн «Динами» 100 çул тултарни пииӗ пысăк паллă. Ку вăл пысăк истори – çӗршывăн, республикăн. Пире кунта чӗнсе илнипе эпир питӗ кăмăллă. «Динамо» пирӗншӗн пуш сăмах мар. Эпир хамăр та ун ячӗпе çӗршыв чысне хӳтӗленӗ», – терӗ Мария Киселева.

Паллă боксер Николай Валуев та килмеллеччӗ юбилее, тем сăлтава пула ăна кӗтсе илеймерӗмӗр.
«Динамо» обществин регионсенчи организацисен ертӳçисем те килнӗ – Мускав, Ульяновск, Калуга облаçӗсенчен, Чăваш Ен, Удмурти, Пушкăртстан республикисенчен, Екатеринбург, Пермь, Санкт-Петербург хулисенчен тата Беларуçрен, Казахстанран, Таджикистанран.
Паллах, кун пек чаплă та пысăк мероприятисем патшалăх тата муниципаллă власть органӗсен представителӗсемсӗр иртмест. Вӗсем ытти чухнехинчен ирӗклӗрех, хаваслăрах курăнчӗç. Патшалăх ӗçӗсене вăхăтлăха хăварса канас терӗç пуль.
Хусан мэрӗ Ильсур Метшин Татьяна Покровскаяпа кăмăллăн калаçнă хушăра парламент пуçлăхӗ Фарид Мухаметшин килсе çитрӗ.

ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин та нумай кӗттермерӗ. ТР Раисӗн аппарачӗн ертӳçи «Динамон» Тутарстанри обществин председателӗ пулнă май хăнасене хăй кӗтсе илчӗ. Паллах, чи малтан килсе çитнӗ. «Динамон» Пӗтӗм Раççейри физкультурăпа спорт обществин председателӗ Анатолий Гулевский те кунтах, ӗçтешӗпе пӗрле. Пурте пуçтарăнса пӗтсен ТР Раисӗ Рустам Минниханов çитрӗ. Республика ертӳçи куравпа кăсăклансах паллашрӗ, хăйне интересльен терекен экспонатсем çинчен ыйта-ыйта пӗлчӗ.
Чӗннӗ хăнасемпе куракансем зала кӗрсе вырнаçсан юбилей каçӗ пуçланчӗ. Пӗрремӗш çеккунтсенчех уяв программи тыткăнларӗ те мӗн вӗçлениччен ытамӗнчен ямарӗ. Сценари çӳллӗ шайра, сасăлатнă видеори сăмахсем чӗрене тивсе вăйлă туйăмсем çуратаççӗ – мăнаçлăх, хавхалану, чикӗсӗр телей. Режиссер сценарие «Динамо» сăмаха тӗпе хурса кашни саспаллие уйрăм ăнлавпа çыхăнтарнă. Кашни саспалли «Динамон» вăл е ку енӗпе паллаштарса ун пӗлтерӗшне уçать. Хывнă идейăна тӗрӗс çитерес тӗллевпе вӗсене çаплах хăварăп.

«Д» – движение». Юхăм
Çак пай «Динамо» физкультурăпа спорт юхăмӗ йӗркеленсе кайни çинчен. 100 çуллăх историе 2-3 минутлă видеона шăнăçтарма çăмăл мар. Çапах пултарнă. Общество 1923 çулхи апрелӗн 18-мӗшӗнче Феликс Дзержинский пуçарăвӗпе йӗркеленнӗ. 2023 çулта çӗршывӗпех пӗр ӗмӗрхи юбилейне паллă турӗç. 1926 çулта А.Борисов обществăн эмблемине хатӗрленӗ. «Д» литерăна пӗлмен çын çук пулӗ. Организаци питӗ те хăвăрт аталанса пынă. Çапла 1929 çул вӗçленнӗ тӗле ун уйрăмӗсем çӗршывăн 200 ытла хулинче уçăлнă. Тутар АССРӗнче тепӗр виçӗ çултан ӗçлесе кайнă. «Динамо – сила движении!» девиз тӳрех çуралнă. Паян Тутарстанри уйрăм вăй ведомствисемпе ытти организацисен 35 пин çынран тăракан физкультурăн 22 коллективне пӗрлештерсе тăрать. «Динамо» йӗркеленсе кайсан спорт тӗсӗсене аталантарма чи малтан пурлăхпа техника бази кирли палăрнă. Çапла стадионсем, чупмалли трассăсем, кӗрешӳ залӗсем тата ыттине тума пуçланă. «Динамо» стадион Атăлçипе те чи пысăккисен шутӗнче пулнă. Майпен организацин штачӗ те ӳссе пынă – тренерсем, инструкторсем, тухтăрсем. Унпа пӗрле пӗрремӗш çӗнтерӳсем те. Организаци хăвăрт аталанса пынă, çитӗнӗвӗсем те пит курăмлине кура 1937 çулта çӗршыври чи пысăк наградăпа – Ленин орденӗпе чысланă.

Юбилее ТР Раисӗ Рустам Минниханов уçрӗ. «Çӗр çулхи историре «Динамо» пиншер талантлă спортсменпа тренерсене ӳстерсе кăларчӗ. Олимп, тӗнче, континет чемпионӗсене хатӗрлерӗ. Вăл хăюллăх, кăмăл çирӗплӗхӗн, спорт çитӗнӗвӗсен символӗ пулса тăчӗ. Легендарлă олимпиецсен ячӗсем Тутарстан, Раççей историне ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлнă», – терӗ республика ертӳçи кашнин ятне асăнса.

Саламлă сăмахсем хыççăн республика умӗнчи тивӗçсемшӗн наградăлас церемони иртрӗ. ТР Раисӗн хушăвӗпе Обществăпа патшалăх организацине «Динамо» физкультурăпа спорт обществине» «Тутарстан Республики умӗнчи тивӗçсемшӗн» орден пама йышăннă. Рустам Минниханов ордена «Динамо» ялавӗ çине çирӗплетсе ăна Асгат Сафарова тыттарчӗ. Калас пулать, Асгат Сафаров обществăна 1998 çултанпа ертсе пырать. Çак хушăра динамовецсем нумай йывăрлăха парăнтарса пысăк çитӗнӳсем, çӗнтерӳсем тунă. Çак церемоние çăмăл атлетикăпа Олимп чемпионки Гульнара Галкина-Самитова, ишессипе тӗнче чемпионӗ Андрей Минаков хутшăнчӗç. Орденлă ялава алран-алла парса флагштока вырнаçтарчӗç. Малалла ТР Раисӗ спортпа физкультура аталанăвне пысăк тӳпе кӗртнисене патшалăх наградисемпе чысларӗ.
Паллă ӗнтӗ, пӗр юбилей те культура программисӗр иртмест. Дмитрий Железновăн арçынсен хорне итленӗ хыççăн тепӗр пай пуçланчӗ.
«И» – истори
«Динамо» историне пӗр статьяна шăнăçтараймăн. Çӗршывăн социаллă аталанăвне вăл пысăк тӳпе кӗртнӗ. Экран çине кăларнă видео вăрçă çулӗсене илсе кайрӗ. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине динамовецсем чи пӗрремӗш пулса хутшăннă. Блокадăри Ленинградра выçăллă-тутăллă футболистсем матч ирттерни хăйне уйрăм легенда. «Вилӗм матчӗ» тенӗ ăна. Мӗншӗн тесен фашистсен ункинче выляма тӳр килнӗ. Киев динамовецӗсемпе нимӗç авиаторӗсем хушшинче иртнӗ вăл. 1941 çулта фашистсем Мускав патне талпăннă чух организацин докуменчӗсене Мытищире çунтарнă, архивăн сахал мар пайне Хусана эвакуациленӗ. Çапла спортсменсем стадиона окоппа улăштарнă. Николай Тетеркин, Николай Моряшичев, Исаак Берн тата ытти фронтовик-спортсменсен ячӗсем ӗмӗр асра упранӗç.

Пӗтӗм Раççейри «Динамо» обществин Тӗп канашӗн председателӗ Анатолий Гулевский хăй сăмахне организацин историйӗн пӗлтерӗшӗпе çыхăнтарчӗ. «Пӗр ӗмӗр иртсе кайрӗ. Паян эпир пӗтӗмлетӳсем тăватпăр» – терӗ вăл 2023 çулта Мускавра иртнӗ отчет конференцине аса илсе. Çӗршыври динамовецсен ӗçне пысăк хак панине Раççей Президенчӗ Общестăвна Александр Невский орденӗпе чыслани çирӗплетнине палăртрӗ. «Рустам Нургалиевич, пысăк тав сире пирӗн ӗçе хакланăшăн, – терӗ Александр Гулевский малалла. – Халӗ пирӗн виçӗ орден. 2023 çулта мӗнпур мероприяти 100-çуллăх паллипе иртрӗç. Çавăн чухне Динамо вăййисене ирттересси пирки шухăш çуралчӗ. Вăл Хусанта иртрӗ. Çак вăйăсем Тутарстанри организаци Раççейӗпе те чи лайăххи, лидер пулни курăнчӗ. 100 çулхи ӗçсене пӗтӗмлетсен те мӗнпур кăтартусемпе 1-мӗш вырăн йышăнни палăрчӗ». Тутарстансене саламласа пилӗк çулта пӗрре ирттерме йышăннă Динамо вăййисене Хусантах ирттерме сӗнчӗ. «Эсир планкăна çав тери çӳле çӗклерӗр. Хăш регион çаплах ирттерме пултарӗ? Ыйту лартăп кун пирки. Тивӗçтерекен сӗнӳ пулмасан сирех ыйтасшăн, Рустам Нургалиевич», – терӗ Гулевский.
Юбилее парнесӗр çӳремеççӗ. Раççейри «Динамо» обществин председателӗ ун çинчен манман. Асгат Сафарова вăл вӗçӗмсӗрлӗх символӗллӗ сувенир парнелерӗ. СССР ялавӗ Раççей ялавне куçнине сăнлать вăл. «Январӗн 29-мӗшӗнче 2126 çулта Тутарстанра иртекен юбилейре çак сувенира курмалла пултăр динамовецсен», – терӗ парнене тыттарса. Ун аллинчен те Обществăн нумай спортсменӗ награда илме тивӗçрӗ.
«Н» – наследие». Еткерлӗх.
Ку пая Тутарстанăн регби командин, ТР тава тивӗçлӗ физкультура ӗçченӗн, паллă тренерăн Павел Калашкинăн тӗслӗхӗпе çыхăнтарнă. 1991 çулта çӗршыв, унпа пӗрле экономика та арканни спорта та пырса тивнӗ паллах. Стадионсем, тренировка залӗсем пушанма тытăннă. Нумай тренер ӗçсӗр юлнă. Ăмăртусене тухса çӳреме йывăрланнă. Тутарстанăн регбисчӗсем Англири чемпионата (1998 ç.) хутшăнасси те чутах путланса ларман. Йӗркелӳçӗсем малтан шантарнă пек хăйсен çине тăкаксем илме туман. Спонсорсем çук. Вара Павел Калашников хăйӗн автомобильне сутса командăна чемпионата илсе каятех. Çӗнтерӳпе таврăнаççӗ вӗсем унтан. Çапла легендарлă тренер тимӗре ылтăнпа улăштарать. «Эп нимшӗн те ӳкӗнместӗп. Мӗн тунă – çавă пулнă. Маншăн ачасен хавхаланăвӗ, вӗсен çунакан куçӗсем хаклăрах. Манăн та наставниксем пулнă вӗт. Апла мӗншӗн урăхла пулмалла? Ачасене çирӗп те вăйлă тӗслӗхсем кирлӗ. Тӳрӗ çулпа утчăр вӗсем Спорт вăл – вăй, чыс, çирӗплӗх», – тет Калашкин.

Вара сцена çине «Динамо» обществăн Тутарстанри организацийӗн председателӗ тухрӗ. Асгат Сафаров пурне те 100-çуллăх юбилейпе саламласа регионри динамовецсен çитӗнӗвӗсем çинче чарăнчӗ. Вӗсем çӗршывăн пысăк çитӗнӳсен спортне витӗмлӗ тӳпе кӗртнӗ. Олимп вăййисенче 50 ытла медаль çӗнсе илнӗ. Европа тата тӗнче чемпионачӗсенче 200 яхăн спортсмен çӗнтернӗ. Тутарстанăн «Динамо» командисем тӗрлӗ спорт тӗсӗсемпе Раççей чемпионачӗсенче 40 хутчен çӗнтернӗ – курăк çинчи хоккейпе, волейболпа, мечӗкпе хоккейпе.
Тутарстанран тухнă çӳлерех асăннă Олимп вăййисен призерӗсемпе чемпионӗсем çӗршыв ятне тӗнче шайӗнче çӗкленӗ. «Динамо» çемйин историйӗ çӗршыв историйӗпе тачă çыхăннă. Вăл халăхра спорт юхăмне вăйлатма пулăшнă. Паян вăл 30 пин ытла спортсмена, тренерсене, хăрушлăх тата йӗрке хуралçисен органӗсен сотрудникӗсене пӗрлештерет. «Юный динамовец» спорт секцийӗсене кăна 40 пине яхăн ача çӳрет. Обществăн çӗр çуллăх историйӗнче эпир чи лайăх физкультурăпа спорт обществи пек палăртăмăр» – терӗ хавхаланса Асгат Сафаров. – Шанатăп, легендарлă юхăм малашне те республикăн спорт пурнăçӗнче пысăк вырăн йышăнасса». Хăй енчен Асгат Сафаров палăрнисене «Динамо» обществăн ылтăн паллипе чысларӗ.
«А» – амбицисем
Пысăк экран çинче Николай Колесников сăнарӗ. Пӗкӗлме чăвашӗ. Чăнах мӗнпе ăнлантармалла унăн тӗнче рекорчӗсене, 1976 çулта илнӗ Олимп ылтăнне, каярахпа виçӗ хутчен Тӗнче чемпионатӗнче тата нумай-нумай паллă ăмăртура çӗнтернине? Амбицисепме мар пулсан. Ял ачи спортра чи çӳллӗ çитӗнӳсем тума пултарнă. Тӗнчене вăл хăй виçинчен ирттерекен йывăрăша çӗклесе тӗлӗнтернӗ. 1974 çулта вăл СССР сборнăйне кӗнӗ. Тепӗр икӗ çултан Монреальте çурма çăмăл виçе категорийӗнче 285 килограма парăнтарнă. Рывокра – 125, толчокра 160 килограмм. Николай Колесников сакăр хутчен тӗнче, 17 хутчен СССР рекордне лартнă. Колесников çӗршыв ятне çӳле çкӗленӗ. Вăл мăнаçлăх çӳллӗш сантиметрӗсемпе мар, шалти вăйпа, личность калăпăшӗпе çыхăннине çирӗплетнӗ. Пӗр спортсменăн амбицийӗсем пин-пин спортсмен чӗринче хӗлхем чӗртнӗ.

Хальхи вăхăтра йывăр атлет Раççей тата Тутарстанăн йывăр атлетикăпа сборнăйӗсен юниорсен аслă тренерӗ шутланать.
Видеора Колесникова кăтартни мăнаçлăх туйăмӗ çуратрӗ. Мероприяти хыççăн унпа кăштах калаçса илме май пулчӗ. Николай Алексеевич чăвашла тап-таса, çăвар тулли калаçать, шӳтлеме те ăста. «Тăван чӗлхене мӗнле манан? Мăшăрăм ман белорусска. Çапах килте вырăсла калаçсан та пӗр чăваш сăмахне те манман эп», – терӗ вăл ăшшăн кулса. Хусан çамрăкӗсемпе тӗл пулма май пулмӗ-и тесе ыйтсан хаваспах тесе килӗшрӗ.
«М» – мастерство». Пултарулăх
«Чемпион вăл чи вăйли кăна мар. Вăл тӗпсӗр шăтăк умӗнче тăрсан та выляса ярас теменни» – сăрхăнать видеоран ертӳçӗ сасси ӳчӗн мӗнпур клеткисене хумхантарса. Куç умӗнче волейболпа Раççей сборнăйӗпе Бразилин Лондонра иртнӗ Олимпиадăри матчӗ. 2012 çулхи августăн 12-мӗшӗнче вӗсем çӗнтерсе чăн-чăн тӗлӗнтермӗш кăтартнă. Финал партийӗсенче Бразилие 0:2 шутпа выляса янă вӗсем. Виççӗмӗш сет 19:22 шутпа вӗçленнӗ. Анчах тӗлӗнмелле вăй-хал, çӗнтерме ăнтăлу кăтартса Олимп ылтăнне илнех. Спортсменсенчен чылайăшӗн тӗрлӗ травма пулнине, япăх туйнине пăхмасăр. Владимир Алекнон, вӗсен тӗп тренерӗн тӳпи те çак çӗнтерӳре капашсăр пысăк.
Волейбол сборнăйӗн çӗнтерӗвне тӗпе хурса «Финал» кинокартина та ӳкернӗ (2025 ç.). Акă вăл маçтăрлăх тӗслӗхӗ.
Тагир Хайбулаев тӗслӗхӗ те пиншер çамрăк кӗрешӳçӗне хавхалантарать. Çӗнтерес тесен малалла ун пӗр йăнăш та тума ирӗк пулман 2012 çулхи Олимпиадăра. Вăл йăнăшман. Дзюдоист финалта Монголи спортсменне Найдан Тувшинбаяра парăнтарнине çак Олимпиада пăхнисем астăваççӗ пулӗ-ха. Ун чух ăна Раççей Президенчӗ Владимир Путин çавăнтах ыталаса çӗнтерӳпе саламланине те.
2020 çул. Марта Мартьянова хăрах ура çинче тăрса малалла кӗрешсе Раççей фехтовальщицисен сборнăйне çӗнтерӳ парнеленине те манман эпир. Акă вăл парăнманлăх, çӗнтерӳ хӗлхемӗллӗ характер, маçтăрлăх.

«О» – Отечество. Тăван çӗршыв.
«Динамо» юхăмăн историне, ун пӗлтерӗшне, спортсменсен шăпипе çӗнтерӗвӗсене пӗтӗмлетес пулсан ку йăлтах – Тăван çӗршывшăн. Ун чысӗшӗн, ун мухтавӗшӗн, ун пуласлăхӗшӗн тунă, тăвăнакан тата малашнехи аталанури çӗнтерӳсем, çитӗнӳсем, динамовецсен мухтавлă ӗçӗсем.
Çакăнпа 100-çуллăх юбилей каçӗ вӗçленчӗ. Анчах «Динамошăн» йăлт çӗнӗрен пуçланать кăна-ха. Иккӗмӗш çӗрçуллăха куçать ун историйӗпе кун-çулӗ. Çак тапхăр çӗршыва, республикăна çӗнӗ чемпионсем, çӗнӗ çӗнтерӳсем, легендарлă ятсемпе тӗнче рекорчӗсем парнелессе пӗрре те иккӗленместпӗр. Мӗншӗн тесен «Динамо» – пахалăх, пултарулăх палли, прунăç шкулӗ.
Культурăсăр май çук
Юбилей каçне илем кӳнисене асăнмасăр хăварсан хитре мар. Тутар халăх артисчӗ Алина Шарипжанован, Тутар патшалăх камерлă хорӗн, Дмитрий Железновăн хорӗ юрланă юрăсем уяв атмосферине, сцена çинче çырăнакан историе пуянлатрӗç, туйăмсемпе чӗретрӗç. Юлашкинчен вӗсем пурте пӗрле «Динамо» гимнне шăрантарчӗç.

Юбилейăн çăлтăрлă хăни Раççей халăх артисчӗ Олег Газманов пулчӗ. Вăл тахçанхи хитсене те, çӗннисене те юрларӗ. Юлашки икӗ юррине СВОра кӗрешекенсене халалласа çырнă. «Танки» юррăн клипне Хусанта ӳкернӗ. «Тата ăçта? Легендарлă танк училищи Хусанта тӗпленнӗ. Унта маттур атьсем, чăн-чăн арçынсем. Ку юрă тăшманпа кӗрешекенсем, пире хӳтӗлекенсем валли», – терӗ Олег Газманов çӗнӗ хитпа паллаштарса. Концерт пӗр сывлăш çаврăмӗпе иртсе кайрӗ. Зал артистпа пӗрле юрласа савăнчӗ.

Ирина ТРИФОНОВА.
Сăнӳкерчӗксем авторăн тата https://tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев