Интернетра мӗн-тӗр лартиччен пуç тавра шухăшла, унсăрăн явап тытма тивӗ
Нурлат район сучӗ нумай пулмасть РФ Уголовнăй кодексӗн 282.4-мӗш статйин 1-мӗш пайӗнче пăхса тухакан преступление тунă Г. гражданина айăпланă. Социаллă сетьри хăйӗн страницинче нацистсен символикиллӗ сăнӳкерчӗк кăларнăшăн унăн çулталăк та 6 уйăх юсанмалли ӗçсенче тар тăкма тивӗ.
Паллах, кашни этемӗн телейлӗ, сывлăхлă пулас, хăйне юраттарас, лайăх ӗçре ӗçлес, ытлă-çитлӗ пурăнас килет. Анчах та паянхи саманара пирӗн телее аркатма пултаракан япаласем питӗ нумай. Вӗсенчен пӗри – интернет. Çапла-çапла, пиртен нумайăшӗ унсăр пӗр кун та пурăнаймасть. Юрă-кӗвӗ итлетпӗр, кино куратпăр, социаллă сетьсемпе мессенджерсенче пӗр-пӗринпе калаçатпăр, çыратпăр, сайтсенче хыпарсем вулатпăр... Пире, паллах, интернет хăй тӗллӗн япăх тăваймасть-ха, унпа усă куракан усал шухăшлă çынсем вара…

Хальхи çамрăксенчен нумайăшӗн социаллă сетьсенче хăйсен страницисем пур. Пӗр çӗрте кăна мар, темиçе ресурс çинче регистрациленеççӗ нумайăшӗ. Унта вара мӗн тусан мӗн пуласси çинчен шутламасăрах тӗрлӗ публикацисем, сăнӳкерчӗксем, видеосем, символикăсем лартаççӗ. Гражданин вӗсене хăй çырман, ӳкермен пулсан та унăн страницинче тухнă саккуна пăсакан материалсемшӗн хăш чух уголовнăй явап таранах тытма тӳр килет.
Нурлат район сучӗ нумай пулмасть РФ Уголовнăй кодексӗн 282.4-мӗш статйин 1-мӗш пайӗнче (нацистсен символикине е атрибутикине, экстремистла организацисен символикине е атрибутикине пӗр хутчен мар пропагандăлани) пăхса тухакан преступление тунă Г. гражданина айăпланă. Г. гражданин интернетра пӗрре мар кăкăрӗ тӗлӗнче татуировка мелӗпе икӗ енчен те сакăр вӗçлӗ çăлтăр (Раççейре унăн ӗçне-хӗлне чарнă пӗр экстремистла организацин символики шутланать) ӳкернӗ хăйӗн çара çан-çурăмне сăнлакан сăнӳкерчӗк лартнă иккен.
Суд ӗçпе çыхăннă пӗтӗм лару-тăрăва шута илсе Г. гражданина 1 çулталăк та 6 уйăха юсанмалли ӗçсене яма приговор йышăннă. Ӗç укçин 10 процентне уйăхсерен патшалăх валли тытса пырӗç.
Çавăнпа та, хисеплӗ вулакан, асăрхануллă пул: интернетри хăвăн страницусенче мӗн-тӗр лартиччен пуç тавра тӗплӗн шухăшла.
Оксана БУЛАНОВА,
Нурлат район сучӗн секретарӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев