Йӗлтӗрçӗсен экстрим-фестивалӗ
Февралӗн 8-мӗшӗнче Хусанта пурăнакансене хула администрацийӗ сăрт çинчен йӗлтӗрпе ярăнакансен «Крутой спуск. Кремль» фестивальне хутшăнма чӗнет
Фестиваль пӗрремӗш хут 2024 çулта иртнӗ, 200 çын хутшăннă. Хула çыннисем валли йӗркелӳçӗсем икӗ йӗлтӗр çулӗ хатӗрлеççӗ: профессиллӗ спортсменсем валли –трамплинпа, йӗлтӗрпе çӳреме юратакансем валли ансатрах çул. Трасса Хусан Кремлӗнчен Пинçуллăх тӳремне çити тăсăлать.
Фестивале хутшăннăшăн укçа тӳлемелле мар, анчах фестиваль правилисене пăхăнмалла:
– утшăнакансен 18 çултан амрăкрах пулмалла мар;
– https://clck.ru/3RWptG cайтра регистраци иртмелле (январӗн 29-мӗшӗнче уçăлнă та ӗнтӗ вăл);
– миçе çултине кăтартакан документ илмелле.
Фестиваль шайӗнче косплей конкурсӗ иртет – кăсăк тумсем тăхăннă йӗлтӗрçӗсем те ярăнӗç, йышпа ярăнакансем пуласса та пӗлтереççӗ йӗркелӳçӗсем.
Кăçал мероприяти «Кӳршӗ» фестивалӗн хӗллехи сезонӗн витӗмӗпе иртет. ТР Раисӗ Рустам Минниханов тӗрев панă. «Крутой спуск. Кремль» фетиваль февралӗн 8-мӗшӗнче, 11 сехетре пуçланать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев