Муса Джалиль çинчен ӳкернӗ фильм проката тухать
Февралӗн 12-мӗшӗнче Тутарстан кинотеатрсенче Радик Кудояровăн «Черный лес» тулли метражлă фильм кăтартма пуçлаççӗ. Лента Совет Союзӗн Геройӗ Муса Джалиль çинчен, унăн вилӗмӗ Нюрнбергра нацистсен преступникӗсене пӗрремӗш хут вӗлернипе епле çыхăннине кăтартса парать.
Картинăри ӗçсем нацистла Германире пулса иртеççӗ. Унта Муса Джалиль тыткăна лекет, анчах парăнмасть. Вăл тăшмана хирӗç хăватлă хӗç-пăшал пулса тăракан сăвăсем çырать.Кино 1946 çулхи кадрсенчен пуçланать, шăпах çак вăхăтра Виççӗмӗш рейхăн ертӳçисене вӗлереççӗ. Режиссер çынсене вӗлерме хушнисем хăйсем мӗнле вилнине кăтартасшăн.
Маларах киносенче Нюрнбергра пулса иртни çинчен çакăн пек тӗплӗн çырса кăтартнă сценăсем пулман. Джалильпе унăн юлташӗсен паттăрлăхӗ кăлăхах пулманнине кăтартас тесе, Кудояров картинăна çапларах ӳкерме шутланă. 1944 çулта кăтартнă çирӗплӗх 1946 çулта Нюрнбергра нацистсене çӗнтерме пулăшнă.
Фильмра тутар кӗвви нумай. Паттăрсем вилнӗ вăхăтра «Умырзая» («Подснежник») юрри янăрать. Çавăн пекех Коранри вилнисене асăнса вулакан «Ясин» пайне те кӗртнӗ. Режиссер ыйтнипе Владимир Сивицкий композитор кӗвве çырнă. Фильмăн тӗп юрри – авалхи тутарсен «Кара урман» («Черный лес») юрри.
Фильма 2024 çулта Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов пулăшнипе ӳкернӗ. Муса Джалиле Хусанти Карим Тинчурин ячӗллӗ театрăн актерӗ Зульфат Закиров вылянă.
«Черный лес» фильм Юрий Озеров ячӗллӗ XXIII халăхсен хушшинчи вăрçă кино фестивалĕнче 3 тӗп награда илнӗ, XXI Хусанти халăхсен хушшинчи «Алтын минбар» кинофестивальте киноведсен, кинокритиксен «За приверженность идеям прогресса и опору на мировое литературное наследие» парнине илнӗ, «Лучший актер полнометражного игрового фильма» номинацире наградăна тивӗçнӗ. Çавăн пекех ăна Ариано (Итали) тата Мурманскри «Северный характер» халăхсен хушшинчи фестивальсенче презентациленӗ.
«Татаркино» пресс-служби ярса панă видеоран тунă скриншот.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев