Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусантан Çырчаллине «Метеор» çӳреме тытăнать

Шыв-шур навигацийӗ уçăлсан пассажирсене «Метеор– 2020» Кама юханшывӗ тăрăх Автограда турттарма тытăнать. Чăн та, пурне те мар, туристсене кăна.

ТР Транспорт тата çул-йӗр хуçалăхӗн министрӗ Фарит Ханифов пӗлтернӗ тăрăх, Тутарстан шыв-шур тăрăх пассажирсене турттарассине ӳстерет. Çавăнпа 2026 çулта пуррисен çумне тепӗр «Хусан – Çырчалли» çӗнӗ маршрут хушăнать.

Çынсем Автограда маларах та Кама юханшывӗ тăрăх çӳренӗ вăхăтсем пулнă-ха, анчах регионăн çул-йӗр сечӗ лайăх аталаннипе халӗ «Метеорпа» çӳрес текенсем нумай пухăнасси иккӗленӳллӗ. Çавăнпа турист маршручӗ пек кăна тăвасшăн ăна. Тутарстанпа паллашас шутлă туристсене Çырчаллине хăвăрт çитсе килме пулăшӗ вăл.

Кимӗ-карапсен строительствин «Ак Барс» корпорацийӗнче тăракан А.М.Горький ячӗллӗ завод (Ешӗлвар) «Тутарстан Республикин флочӗ» компание пысăк хăвăртлăхлă тăватă «Метеор – 2020» туса панă та ӗнтӗ.

Çакнашкал кимӗ-карап республикăна тата кирлипе кирлӗ марри çӗнӗ сезонра шыв-шур тăрăх пассажир потокне анализ тунă хыççăн кăна паллă пулать. («Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество