Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Удмурт халăхӗпе пӗрле хурланатпăр

ТР Президенчӗ Р.Минниханов паян çӗрле Самартан Ижевска каякан пассажир автобусӗ Заинскра хăрушă аварие лекнипе çыхăннă трагедире çынсем вилнӗшӗн тарăннăн хурланни çинчен Удмурт Республикин Президентне Александр Бречалова телеграммăпа пӗлтернӗ. «Çӗрле Самарăран Ижевска каякан автобуспа пулнă хăрушă трагедире çынсем вилнӗшӗн тарăннăн хурланни çинчен пӗлтеретӗп. Çынсем, уйрăмах ачасем, вилни пирӗн чӗрене ыраттарчӗ. Эпир...

ТР Президенчӗ Р.Минниханов паян çӗрле Самартан Ижевска каякан пассажир автобусӗ Заинскра хăрушă аварие лекнипе çыхăннă трагедире çынсем вилнӗшӗн тарăннăн хурланни çинчен Удмурт Республикин Президентне Александр Бречалова телеграммăпа пӗлтернӗ.

«Çӗрле Самарăран Ижевска каякан автобуспа пулнă хăрушă трагедире çынсем вилнӗшӗн тарăннăн хурланни çинчен пӗлтеретӗп. Çынсем, уйрăмах ачасем, вилни пирӗн чӗрене ыраттарчӗ. Эпир хăрушă аварире тăванӗсемпе çывăх çыннисене çухатнисемпе пӗрле хурланатпăр. Аманнисене хăвăртрах сывалма сунатпăр», - тенӗ вăл унта.

Трагеди пулнă вырăнта хальхи вăхăтра следовательсемпе криминалистсем ӗçлеççӗ. Президент хушнипе унта ТР Премьер-министрӗ А. Песошин та çитнӗ.

Трагедин сăлтавӗсенчен пӗри - тиевлӗ машинăн фари çутатнипе автобус водителӗ самантлăха курми пулни. КАМАЗăн тата автобусăн икӗ водителӗ енӗпе уголовнăй ӗç пуçарасшăн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев