СЕЛЕНА: «Пултаратăн пулсан, малалла ăнтăлмалла»
Чӑваш эстрадинче çӗнӗ çӑлтӑрсем çуталнине ырламалла. Çамрӑк юрлакансем хитре те çепӗç сассипе, хӳхӗм кӗлеткипе куракана тыткӑнлаççӗ. Вӗсен те аталанмалла, малалла талпӑнмалла, итлекене юрӑсемпе савӑнтармалла. Вулакансене каччăсен чӗрисене «çунтаракан» Селена юрӑçпа паллаштарма шутларӑм. Вырӑсла та юрăсем юрлать.
– Елена, хӑвпа паллаштарсамӑр. Хӑш тӑрăхра çуралса ӳснӗ?
– Эпӗ Елена Смирнова, 16 çулта. Хушма ят – Селена. Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Уравӑш ялӗнчен. Атте, Андрей – инçе çул водителӗ, анне, Надежда – килти хуçалӑхра ӗçлет.
– «Селена» хушма ят илемлӗ сан.
– Ят çумне хушаматӑн пӗрремӗш саспаллине хушрӑмӑр та «Селена» пулса тӑчӗ.
– Ӑçтан вӗренсе тухнӑ? Халӗ ăçта пӗлӳ илетӗн?
– Вӑрнар тăрăхӗнчи Санарпуç вӑтам шкулӗнче 9 класс пӗтернӗ. Халӗ Шупашкарти культура колледжӗнче «Этнохудожественное творчество» енӗпе вӗренетӗп.
– Аçу-аннӳ сан пултарулӑхна епле хаклать?
– Атте - анне, пиччесем хавхалантарсах тӑраççӗ. Яланах анне, мӗн юрлама пуçланӑранпах, манпа юнашар. Конкурссене те хӑй тупса йӗркелетчӗ. Атте ӑçта каймалла, çавӑнта илсе çитерет. Тавах вӗсене, яланах хавхалантарса тăраççӗ.
– Тен, çемьере те музыкăпа кӑсӑкланакансем пур сирӗн?
– Эпӗ хам тӗллӗн вӗренсе пынӑ. Тӗрлӗ конкурса хутшӑнса яланах малти вырӑнсене йышӑннӑ. Темиçе Гран-при те илме тивӗçлӗ пулнӑ. Кукаçи вӑйлӑ саслӑ пулнӑ пирӗн. Анне те музыкӑна ӑнланать. Анне каласа панӑ тӑрӑх, эпӗ музыка еннелле туртӑннине çулталӑк тултаричченех сиснӗ. Юрӑ кӗввине илтсессӗнех сиккелеме, ташлама пуçланӑ тет. Пӗрремӗш хут 3-мӗш класра чухне сцена çине тухнӑ. Унтанпа вара пӗрмай сцена çинче.
– Юрӑ-кӗвӗ тӗнчине мӗн илӗртрӗ? Ачаран картса хунӑ ӗмӗт-и?
– Çапла, ачаранах ӗмӗтленнӗ. Хамӑн пурнӑçа юрлассинче анчах куратӑп. Нихăçан та паллă юрăçсемпе, пысăк сцена çинче юрлатăп тесе шутламан.
– «Эс лекрӗн» юрӑ хит пулса тӑчӗ концертсенче. Куракан епле хакларӗ ăна?
– «Сана», «Лямур» юрăсем ытларах килӗшрӗç халӑха. Радиопа та пӗрмаях янӑраççӗ. Халӑх итлет. Ку мана питӗ савӑнтарать. Хавхалантарать тата та ытларах юрăсем юрлама.
– Юрӑсемпе клипсем ӳкермен-и?
– Клипсем те ӳкернӗ.
– Паллашас текен каччӑсем те пур-и?
– Паллашас текенсем пур (кулать). Анчах хальлӗхе васкамастӑп-ха. Вӑхӑт та çук. Кашни сехет шутра. Вӗренмелле.
– Юрӑсене кам çырать, кӗвӗлет, аранжировкӑсемпе кам ӗçлет?
– Атте-анне пулӑшнипе 4 юрӑ çырса кӑлартӑмӑр интернет уçлӑхне. 9-мӗш класра вӗреннӗ чухне, чи пӗрремӗш юрӑ тӑван ял çинчен пулнӑ. «Уравӑшӑм» ятлă. Клип та ӳкернӗ. Кӗввине Александр Павлов хитрелетрӗ, сăмахӗсене чăваш чӗлхине вӗрентекен Елена Никифорова çырса пачӗ. Çавна пула пӗрремӗш хут пысӑк сцена çине мана хамӑр ентеш Александр Арсентьев асӑрхаса хӑйӗн концертӗнче илсе тухрӗ. Унпа пирӗн дуэт та пур. Каярахпа Евгений Кузнецов хӑйӗн сборнăй концертне чӗнчӗ. Манӑн продюсер пулса тӑчӗ. Вӑл мана виçӗ юрӑ «Лямур», «Сана» тата вырӑслине хатӗрлесе çырса пачӗ. Хӑйӗн мӑшӑрӗпе, Ольга Элимепе, питӗ пулӑшса пыраççӗ. Ольга сцена çине тухмалли сăнар суйлать, хатӗрлет. Альбина Юрату, Ольга Савинова, Юрий Кашкӑр поэтсемпе тата Александр Павлов, Константин Рязанов, Александр Кокшин аранжировщиксемпе ӗçлетӗп.
– Пӗрремӗш хут сцена çине хӑçан тухнине астӑватӑн-и? Вӑтанни туйӑнмарӗ-и?
– Хама сцена çинче ирӗклӗ туятӑп. Пӑлханнине пачах та туймастӑп. Хӑнӑхнӑ. Питӗ килӗшет.
– Мӗн хӑратать?
– Çумра хавхалантарса тӑракансем пуррипе тата пӗтӗм ӗçе продюсер йӗркелесе пынипе хӑранине туймастӑп.
– Мӗн хавхалантарать пурнӑçра?
– Халӑха юрӑсем килӗшни. Ырӑ сӑмахсем сунаççӗ, çыраççӗ. Çакӑ хавхалантарса тӑрать. Татах та ӗçлес килет.
– Пушӑ вӑхӑта епле ирттеретӗн?
– Пушӑ вӑхӑт çукпа пӗрех. Спортзала та çӳреме пуçларӑм. Сайра-хутра залива уçӑлма кайса килетпӗр юлташсемпе.
– Малашнехи плансем мӗнле?
– Колледжран вӗренсе тухсан аслӑ пӗлӳ илме кӗресшӗн. Хӑш енпе каяссине шутламалла-ха. Пысӑк ӗмӗт – хӑçан та пулсан сольный концерт тӑвасси. Пурнӑçа юрӑпах çыхӑнтарасшӑн.
– Пултаруллă çамрӑксене мӗн сӗннӗ пулӑттӑн? Мӗнле хӑвӑн çулна аталантармалла юрӑç пулас тесен?
– Нимӗнле йывӑрлӑхран та хӑраса тӑмалла мар. Хӑвна ху шанмалла. Пултаратӑн тесе шутларӑн пулсан малалла ӑнтӑлмалла, ним хӑрамасӑр. Çын сӑмахне хӑлхана чикмелле мар. Юрӑç пулас тесен, пӗрремӗш ӗнтӗ вӑл – талант кирли. Унсӑр май çук. Инструментпа та калама вӗренмелле. Юрлама чарӑнмалла мар. Пултаруллӑ çынна кам та пулин асӑрхатех. Малалла çул уçса парать. Евгений Кузнецовпа Ольга Элимене пысӑк тав сăмахӗ каласшӑн. Вӗсем мана эстрадӑна çул уçса пачӗç.
– Елена, сана малашне те пултарулăхра ăнăçу сунатăп. Мӗн ӗмӗтленни пурнăçлантăр. Итлекене çӗнӗ юрăсемпе савăнтармалла пултăр.
- Тавтапуç!
Юрий АДЪЮТАНТОВ.
Çӗпрел районӗ,
Çӗнӗ Упи ялӗ.
Елена Смирнова архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев