News by tag - Чуваши Татарстана
-
ЧӖРӖК ӖМӖР ХАЛĂХПА ПӖРЛЕ
Паллă ӗнтӗ кун пек менельникăн тӗп сăнарӗсем – суварçăсем хăйсем. Вӗсем вара сахалăн та мар, чӗрӗк ӗмӗрте хаçатра пурӗ 50 ытла çын ӗçленӗ. «Сувар» сотрудникӗ пулнисене пурне те уява чӗннӗччӗ.
-
«СУВАР» МАН АСРА:
Хаçат эрнере пӗрре тухать. Корректорăн ӗçӗсем эрне варрин-че çеç тытăнаççӗ. Çавăнпах тӳрех пичетлекен машинка сӗтелӗ хушшине лартăм. Кăткăс ӗç, пӳрнесем хăнăхиччен аванах тертлен-ме тӳр килчӗ. Каярах профессиллӗ машинистка пекех шăкăлтаттарма пуçларăм...
-
АВТОХУЛА «ПУТЕНИСЕМ»
Чăваш культурине юратакансен «Путене» клубӗ (ертӳçи Роза Павловна Мартынова) Тăван чӗлхе кунне халалласа а сăвă вулакансен конкурсне ирттерчӗ.
-
НАМ – 25! ЭТО ТОЛЬКО НАЧАЛО
КАЗАНЬ отмечает 25-летие республиканской общественно-политической газеты чуваш Татарстана «Сувар». Ждем много гостей и знаменитый ансамбль «Сявал» из города Чебоксар. Приглашаем всех. Мероприятие состоится в Доме Дружбы народов (ул. Павлюхина 57). Регистрация с 9. 30 часов. Торжественная часть в 14.00.
-
РЕДАКЦИ МАН АСРА:
Пӗрремӗш курсра вӗренекенсене, пире, пӗр-пӗр хаçатăн паспортне тума хушнăччӗ. Эп «Суварăнне» тăвас терӗм, Хусана çитрӗм. Ун чух редакци «Идел-Пресăн» 12-мӗш хутӗнчеччӗ, пурте пӗр пысăк пїлӗмре ларатчӗç суварçăсем. Ку вăхăтра Шупашкарти ытти чăвашла хаçат-журналсен редакцийӗсенче те нумайăшӗнче пулнăччӗ-ха, анчах та Хусанти «Сувар» редакцийӗ тăванран та тăванрах пек туйăннăччӗ. Мӗн калăн – хамăрăн вӗт!
-
ХУСАН ЧĂВАШЛА КАЛАÇАТЬ, ВЫЛЯТЬ
Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗ тăван чӗлхе кунне халалланă интереслӗ мероприяти – уçă урок ирттерчӗ. Унăн ертӳçи Сильвия Чаркина пӗлтернӗ тăрăх, кăçалхи вӗрентӳ çулӗнче чăваш уйрăмне 17 ача тăтăш çӳрет. Çитес çул ачасен шучӗ тата ӳсессе шанать.
-
ХУСАНСЕН КАШНИН ТĂВАН ЧӖЛХИ ХĂЙӖН
Хусанта февралӗн 19-мӗшӗнче Тăван чӗлхе кунне халалласа Хальхи искусствăн галерейинче альтернативлă музыка концерчӗ пулать. Пуçласа пӗр сцена çинче Атăлçи тăрăхӗнчи халăхсен чӗлхипе электропоп, джаз, инди-фолк янăрать. Чăвашсен альтернативлă музыкипе Вера Кожеманова паллаштарать. Куракансене çав кун К.Маркс урамӗ, 57-мӗш çурт адреспа кӗтеççӗ. Концерт 18.30 сехетре пуçланать.
-
ЭПИР СИРӖНПЕ – 25 ÇУЛ!
Хаçатăн 25 çуллăхне халалланă юбилей уявӗ февралӗн 16-мӗшӗнче Хусанти Халăхсен Туслăхӗн Çуртӗнче пулать. Ирхине 10.30 сехетре – Вулакансен конференцийӗ, 14.00 сехетре чыслав тата «Çавал» (Шупашкар) ансамблӗн концерчӗ.
-
ВУЛА, ШУХĂШЛА, ТУ!
Хурăнвар Шăхаль (Çӗпрел районӗ) ачисем ял библиотекине кунсерен чупаççӗ. Вӗсене кунта кӗнеке кăна мар, «Ăста алăсем» кружок та илӗртет иккен. Пӗчӗкскерсем пурте пӗрле тӗрлӗ япала тума юратаççӗ.
-
ÇӖННИНЕ ВӖРЕНМЕ КАЯ ЮЛМАН-ХА
Улька аппа çав тери ӗçчен, чăтăмлă хӗрарăм. 87 çулта пулин те хăйне хăй пăхса пӗчченех пурăнаять. Унăн килӗнче хăй çамрăкрах чух тӗрленӗ алшăллисемпе картинăсем туллиех. Халӗ вара кинеми крючокпа çыхма кăмăллать: тӗрлӗ тӗслӗ çипсемпе çыхнă кавирсем тăрăх утма çав тери çемçе.
-
ХӖВЕТӖР САВГАЧЕВА 100 ÇУЛ!
«Çăкăр сăмси» авторӗн февралӗн 1-мӗшӗнче çуралнă кунӗ. Пурăннă пулсан вăл 100 çул тултармаллаччӗ. Вăл Октябрь (хальхи Нурлат) районӗнчи Ерепьелӗнче çуралнă.
-
1300-МӖШ НОМЕР!
25 çул тултарнă «Суварăн» 1300-мӗш номерӗ тухрӗ. Хаçатăн 25 çуллăхне февралӗн 16-мӗшӗнче Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче тума палăртнă. Ăна халалласа çак кун Вулакансен конференцийӗ иртет. Унта штатра тăман авторсене, çыравçăсемпе чăваш центрӗсен ертӳçисене район администрацийӗсем урлă йыхравлатпăр.
-
ӖÇТЕШЕ ПРАВИТЕЛЬСТВО ТАВ ТУРӖ!
Ӗçтеше, «Сувар» хаçатăн редактор çумӗнче тăрăшакан Вера Валерьевна АЛЕКСАНДРОВĂНА ТР Министрсен Кабинечӗ нумай çул тăрăшса ӗçленӗшӗн тата массăллă хыпар хатӗрӗсене аталантарма пысăк пай кӗртнӗшӗн Тав çырăвӗпе чысларӗ.
-
ЭТОМУ НАРЯДУ АЖ 150 ЛЕТ!
Этому женскому чувашскому наряду аж 150 лет! Коренной жительнице Садовниковой Раисе Леонидовне он достался от свекрови. Заметьте, платье не самотканка, сшито из очень редкой по тем временам для этой местности английского сукна.
-
ЧĂВАШ ÇИНЧЕН КИНОНА ТЕЛЕВИЗОРПА КĂТАРТАÇÇӖ
Совет Союзӗн Геройӗ Семен Коноваловăн вăрçăри паттăрлăхӗ çинчен ӳкернӗ «Несокрушимый» фильма 1-мӗш канал январӗн 18-мӗшӗнче 21.30 сехетре кăтартать.